Ҫӗпрел ҫыннисем «Туслăх парадне» тухрӗҫ
Халӑхсем нумай — çӗршыв пӗрре!
Халӑхсем йышлӑ та тӗрлӗ. Анчах вӗсене пӗр туйӑм — Раççее юратни тата пӗрлехи иртни пӗрлештерет.
Раҫҫей кунне халалланӑ мероприятире ку питӗ уҫҫӑн палăрчӗ. Ҫак кун Центральная урамӗ тӑрӑх культура, наципе культура автономийӗсен представителӗсем, ачасем, обществăлла организацисен ӗҫченӗсем йӗркипе йӗркеленсе тӑнӑччӗ. Вӗсем Российӑра пурӑнакан халӑхсен наци костюмӗсене тӑхӑннӑччӗ. Ҫапла вара ҫӗпресем нацисем хушшинчи килӗшӗве тата халӑхсен пӗрлӗхне палӑртрӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров республикӑра тӗрлӗ наци тата тӗн ҫыннисене туслӑ пурӑнма мӗнпур условисем те пуррине палӑртса иртрӗ.
«Пӗрле чухне — эпир вӑйлӑ», — терӗ район пуçлăхӗ Марат Ринатович.
Паркра тӗрлӗ наци юррисем янӑрарӗç, ташӑсем пулчӗç. Ҫав кун районти 30 яхӑн ҫамрӑк гражданин паспорт та илчӗҫ, вӗсем 14 ҫул тултарнă. Çавăн пекех, тӗрлӗ юрӑ, пултарулӑх конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ культура ӗҫченӗсем те Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем илчӗç.
Палӑртса хӑвармалла, парада Тутарстан Республикинчи Культура Министерстви, Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен представителӗсем ассамблейисем пулӑшнипе Тутарстанри халӑхсен хушшинчи çамрӑксен ассамблейи йӗркелет.
Кӑҫал парад «Пирӗн вӑй — пӗрлӗхре» девизпа иртрӗ. 2017 ҫулта вӑл «Халӑхсен туслӑхӗ — Раҫҫей пуянлăхӗ» девизпа пӗрремӗш хут иртнӗ.
Справка
Паян Тутарстанра 175 наци представителӗ пурӑнать. Çӗпрелӗнче, туслӑ тата килӗштерсе, 10 ытла наци представителӗ кун кунлать. Вӗсен хушшинче тӗп вырӑн тутарсемпе чӑвашсем йышӑнса тăраççӗ, ҫавӑн пекех, вырӑссем, узбексем, пушкӑртсем, молдавансем, белоруссем, цыгансем тата чукчасем те пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев