Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫӗпрел районӗ легендарлӑ ывӑлне — Рафаэль Ильясова чысларӗ

Ӗмӗрлӗх юрă-кӗвӗ хуçи

Ҫӗпрел — ҫӗршыва тата республикӑна мухтавлӑ ҫынсем панӑ регион. Вӗсенчен пӗри — ТАССР тава тивӗҫлӗ искусствӑсен деятелӗ, тутарстан халӑх артисчӗ Рафаэль Ильясов..
«Рафаэль юрласан чӗре тутарла тапма пуçлать». Ҫак сӑмахсене паллă режиссер Марсель Салимзянов каланă. Кӗске предложени. Анчах çак предложенире юрӑҫӑн пӗтӗм тӗшши, унӑн пурнӑҫӗн пӗлтерӗшӗ. 

Ҫак кунсенче районта Рафаэль Ильясова халалланă савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртрӗҫ. Анат Чакӑ ялӗн Культура çуртне Рафаэль Ильясов ятне пачӗç. Ҫак ятпа клуб стени ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарчӗç. Унсӑр пуҫне, паллă юрӑҫа халалласа

«Татарстан» телерадиокомпанийӗпе «Жыен» Фонд хатӗрленӗ, «Наши личности» серире пичетленнӗ «Рафаэль Ильясов» ятлă кӗнекепе паллаштарчӗҫ. 

Савӑнӑҫлӑ мероприятисем Рафаэль Ильясовӑн тӑван ялӗнче — Анат Чакăра пуҫланса, кӑнтӑрла иртсен районти Культура çуртӗнче малалла тӑсӑлчӗç.

Паллах, кашни пысӑк ӗҫе пуçарса йӗркелесе çӳрекен кирлӗ. Ҫак мероприятие Рафаэль Ильясовӑн ҫывӑх тӑванӗсем Альберт, Альфред Шигабутдиновсем, Айсылу Шигабутдинова тата ытти ентешсем йӗркеленӗ.

Ентешӗмӗре чыслама ҫак кун района республикӑри паллӑ ҫынсем, юрӑҫсем, поэтсем, общество деятелӗсем, Рафаэль Ильясов анлӑ пултарулӑх площадкине çул кăтарнă ҫынсем килсе ҫитрӗҫ. Тутарстан Раисӗ çумӗнчи культурӑна аталантарма пулӑшакан фондӑн Ӗҫ тӑвакан директорӗ Нурия Хашимова хӑнасене саламланӑ май, ял тăрăхӗсем паллă çыннисемпе çирӗп терӗ.

«Тӑван ҫӗршыв историне ҫынсем илем кӳреҫҫӗ, Ҫӗпрел районӗ те пултаруллӑ ҫынсем панӑ регион», — терӗ вӑл.
Анат Чакӑ ялӗн тата районти Культура çурчӗн сцени ҫинче Рафаэль Ильясовӑн творчествăри тус-юлташӗсем тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем Ҫӗпрел çыннисене хӑйсен юрри-кӗввисене парнелерӗҫ. 

Рафаэль Ильясов — чӑн-чӑн гобоист пулни нумайăшне паллă. Унӑн гобойпа вылякан сӑнӳкерчӗкӗ те ялти музейра упранать. Çак чаплӑ инструментпа концертсенче сцена çине тухса вылнине аса илтерсе, Хусанти патшалӑх консерваторийӗн преподавателӗ, чаплӑ гобоист Айрат Шарафутдинов сцена çине тухса халăха савăнтарчӗ.
Тӑратнӑ кӗнеке ҫинчен яваплӑ редактор, академик Дания Загидуллина, «Жыен» фондăн директорӗ Фуат Рафиков, кӗнеке ҫыракансем: паллӑ ҫыравҫӑ Рафис Курбан тата Тутарстанри радио журналисчӗсем Насим Акмал, Рашит Фасхутдинов каласа пачӗҫ. 

Каҫӑн хумхануллӑ саманчӗ, Рафаэль Ильясов тӑван ялне халалланӑ ҫӗнӗ юрӑ шӑрантарни пулчӗ. Унӑн кӗввине паллӑ композитор Ильгиз Закиров кӗвӗленӗ, сӑмахсен авторӗ — Рафис Курбан. Ҫак юрра ентешӗмӗр, Тутарстан халӑх артисчӗ ИльСаф шӑрантарчӗ.

Кун каҫипе савӑнӑҫлӑ мероприятире Рафаэль Ильясовӑн пурнӑҫ ҫулне тата сцена çинчи ӗҫ-хӗлне сӑнлакан фотокурав ӗҫлерӗ. Мероприятие Тутарстан радиовӗн журналисчӗ, Рафаэль Ильясовăн ӗçне малалла тăсакансенчен пӗри Гульназ Ибрагимова тата Карим Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалӑх драмӑпа комеди театрӗн актерӗ, режиссер, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Ильфак Хафизов ертсе пычӗҫ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан радиовӗн легендарлӑ ертӳҫи Тауфик Сагитов Рафаэль Ильясов иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче йӗркеленӗ Тутарстан «Яна гасыр» телерадиокомпание йӗркелекенсенчен пӗри пулнине палăртса иртрӗç. Паянхи кун та вӑл йӗркеленӗ музыка эткерӗ эфир уҫлӑхӗнче халӑхшăн ӗçленине палăртрӗ. Нумай ҫул хушши пӗрле ӗçленӗ ӗҫтешӗсем, унăн вӗренекенӗсем Сирина Латыпова, Разин Нуруллин, Фанис Мухаметов тата ыттисем Рафаэль Ильясовăн ансатлӑхне, ҫирӗплӗхне, пӗтӗмӗшле илсен, унӑн мӗнпур пархатарлӑ енӗсене палӑртрӗҫ. 

Уявра ялти музея Рафаэль Ильясовӑн пурнăç çулӗпе çыхăннă япалисене, музыка инструменчӗсенчен — гобой, каллиграфи портретне парнелерӗç. Портретăн авторӗ — литература специалисчӗ, паллӑ ӳнерҫӗ, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ искусство ӗҫченӗ Назип Наккаш.

Паллах, мероприятие ентешӗмӗрн ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем хӑйсен ашшӗн тата куккăшӗн ҫутӑ сăнарне упраса хӑварас тӗллевпе ӗҫленӗшӗн тав сăмахӗ пӗлтерчӗç.
Шухăшсем

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров:

— Рафаэль Ильясов пек ҫынсем сайра тӗл пулаҫҫӗ. Ун ҫинчен нумай каласа пама пулать. Историе хӑйне евӗрлӗ, юрӑҫ, легендарлӑ ҫын пулса кӗрсе юлчӗ. Хăй пурăннӑ чухне юбилее районта ирттересси те — пирӗншӗн пысӑк астӑвӑм. 

Тутарстан радиовӗн легендарлӑ ертӳҫи Тафик Сагитов:

— Ҫӗпрелӗнче мухтанмалӑх çыннисем пур. Рафаэль те ҫавӑн пеккисенчен — вӑл наци шӑпчӑкӗ. Тутар музыкине ют ҫӗршывсенче сарас, паллаштарас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунӑ. Вӑл радиопа пурӑнчӗ, ҫавӑнта пурӑнчӗ.

Академик Дания Загидуллина:

— Рафаэль Ильясова асӑнса ҫырнӑ кӗнекере унӑн пурнӑҫ ҫулӗ кӑна мар, музыка таланчӗсем, йӗркелӳ пултарулӑхӗ, вӑл культура, искусство енӗпе хӑварнӑ йӗрсем те вырăн илнӗ. Кӗнекене вулама, упрама сӗнетӗп. Ун пек ҫынсене асра тытмалла.

Альфред Шигабутдинов:

— Вӑл пирӗн аттен амăшӗ енчен тӑванăмăр. Хусана вӗренме кайсан эпӗ унӑн ӗҫ вырӑнне час-часах ҫӳреттӗм. Яланах кофе ӗҫтеретчӗ, манӑн ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ. Пурнӑҫ хӑвӑрт иртет иккен. Эпир те ҫитӗннӗ ӗнтӗ, ачасем ӳснӗ. Пенсие тухсан, яла клубра ӗҫлеме таврӑнатӑп тесе шӳтлетчӗ. Паянтан вара Рафаэль Ильясовăн ячӗ, портречӗ унӑн тӑван ҫӗрӗ ҫинче, клуб стени ҫинче ӗмӗрлӗхех вырăн илчӗ, унӑн ӗмӗчӗсем пурнӑҫланчӗç...

Справка

Рафаэль Ильясов 1939 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Анат Чакă ялӗнче ҫуралнӑ. 1954-1958 ҫулсенче Хусанти музыка училищинче вӗреннӗ. 1958 ҫулта Хусанти патшалӑх консерваторийӗн оркестр факультетне вӗренме кӗнӗ, оркестр артисчӗн тата преподавателӗн квалификацине илет.
1963-мӗш ҫултан Пермьри оперӑпа балет театрӗн оркестрӗнче, 1964-2005-мӗш ҫулсенче Тутар радиовӗн музыка передачисен редакцийӗн тӗп редакторӗ вырӑнӗнче ӗҫлет. Радиори ӗҫ-хӗлне 2014 ҫулччен илсе пырать. Рафаэль Ильясов тутар сцени ҫинче 45 ҫул вăй хурать. Ентешӗмӗр 2020 ҫулхи декабрӗн 9-мӗшӗнче пурнăçран уйрăлса каять.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев