Ӗçӗсене хисепленине палӑртмалли хальхи меслет
Электронлӑ хисеп хӑми тӑвасси ҫинчен калакан Указа майăн 1-мӗшӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов алӑ пусрӗ. Августăн 5-мӗшӗнче вăл ӗçлеме пуçлани çинчен пӗлтерчӗç.
Асӑннӑ проект шӑпах Тутарстанра кӑҫал пӗлтернӗ Çар паттӑрлӑхӗпе ӗҫ хастарлӑхӗн ҫулталӑкӗнче пуҫланни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Электронлӑ хисеп хӑмине йӗркелеме 5 пине яхӑн пысӑк тата пӗчӗк предприяти хутшӑннӑ, 15 пин ытла ӗçчене сӗннӗ. Вӗсен хушшинче тава тивӗҫлӗ ветерансем, опытлӑ специалистсем, ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем пур. Списока ҫулсерен ҫӗнетсе тăрӗç.
Электронлӑ хисеп хӑми ҫинче нумай ҫул тӗрлӗ сферӑра тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакан 74 ҫын вырăн илни те пирӗншӗн пысӑк мăнаçлăх.
Хисепе тивӗçнӗ ҫынсене ҫак кунсенче ятарлӑ удостоверенисем те пама пуçларӗç. Мероприятисене ял тӑрӑхӗсенче халӑхпа тӗл пулнӑ май ирттереҫҫӗ.
Паллах, Электронлă хисеп хӑмин пӗлтерӗшӗ – кашни ҫулах ҫӗнӗ тивӗҫлӗ ҫынсен ячӗсене курасси. Кӑҫал списока кӗнӗ ҫынна тепӗр пилӗк ҫултан ҫеҫ каллех сӗнме май пулӗ. Ҫакӑн пек меслет кашни ӗҫченӗн ӗҫне тӗрӗс хаклама, Тутарстан хулисемпе районӗсен аталанӑвне хӑйсенчен пай кӗртнӗ ҫынсен ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсене курма май парать. Электронлӑ хисеп хӑмипе https://gordost.tatar.ru ссылкӑпа паллашма пулать.
Нет комментариев