Пӗр-пӗрне ăнланни – çемьене çирӗплетет
Ҫемье кунне халалласа 60, 65 ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсене чысларӗç
Юбилярсене район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, ЗАГС пайӗн ертӳçи Альбина Шарафутдинова, ҫавӑн пекех, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем килӗсене кайса саламларӗҫ.
Мероприяти майăн 15-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ шайӗнче иртрӗ. Ертӳҫӗсем хисеплӗ ҫемьесене саламларӗҫ, парнесем пачӗҫ.
Алексей Ярухин:
– Паян эпир чӑн-чӑн юратупа шанчӑклӑх тӗслӗхӗ пулса шутланакан ҫемьесене тав сӑмахӗсем калатпӑр. Пурнӑҫ тӑршшӗпе эсир тивӗҫлӗ пурнӑҫ ҫулӗ витӗр тухрăр, ӗҫчен, тӳрӗ кӑмӑллӑ ачасем пӑхса ӳстертӗр. Сирӗн ватлӑх телейлӗ, савӑнӑҫлӑ ирттӗр.
Рустам Мухаметзянов:
– Сирӗн пек ҫемьесем – районăмăрăн никӗсӗ. Сирӗн аслă пурнӑҫ ҫулӗ ҫамрӑк ӑрӑва хисеплеме, йӗркелӗхе, чӑтӑмлӑха, ҫемье вучахне упрама вӗрентет.
Альбина Шарафутдинова:
– Районта кăçалхи çул 10 мӑшӑр 60 ҫул пӗрле пурӑннине, 3 мăшăр 65 ҫул пӗрле пурӑннине тата 1 мӑшӑр 70 ҫул пӗрле пурӑннине палӑртать. Документсем тӑрӑх пӗрле пурӑннӑ ҫулсем ҫапла шутланаҫҫӗ пулин те, тӗпрен илсен вӗсем тата та ытларах çул пурăнаççӗ. Эпир ҫак ҫемьесемпе мăнаçланатпăр, вӗсене телейлӗ ватлӑх сунатпӑр.
* * *
Кузьминсен çемйи
Евгений Семеновичпа Надежда Николаевна Кузьминсем – Пăрăнтăк станцийӗнчен.
Вӗсем 1966 ҫулта çемье çавăрнă. Евгений Семенович шахтӑра та вăй хунă, унтан Пăрăнтăк элеваторӗнче электрик пулса ӗҫленӗ. Надежда Николаевна тӗрлӗ ӗçсем пурнăçланă, юлашки ҫулсенче ҫӑкӑр пӗҫерекен заводра ӗҫленӗ. Пӗрле вӗсем пилӗк ача пăхса ӳстернӗ. Паян вӗсене кӗтсе илсе, ăсатса ярса, тăван никӗсре пурăнаççӗ.
Ахметовсен çемйи
Салют Саматовичпа Рузалина Шакировна Ахметовсем – Кивӗ Кахăрлă ялӗн хисеплӗ ҫыннисем.
Салют Саматович – ял хуҫалӑх ветеранӗ, «Ялкын» колхоза ертсе пынӑ, унтан тӗрлӗ яваплӑ должноҫсем пурнăçланă. Вӑл ертсе пынипе вун-вун объект тунӑ. Рузалина Шакировна чылай ҫул ял библиотекин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Ахметовсем виҫӗ ача пăхса ӳстернӗ, аслӑ пӗлӳ илме пулӑшнă. Паян ачисемпе мӑнукӗсен савӑнӑҫӗпе хӗпӗртесе, тӗне хисеплесе, тӗп никӗсре пурӑнаҫҫӗ.
Азьмухановсен ҫемйи
Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Мунир Ганиевичпа Сания Асадулловна Азьмухановсем пурнăçӗсене тăван ене халалланă.
Мунир Ганиевич ӗмӗр тӑршшӗпех строитель пулса ӗҫленӗ, Сания Асадулловна хуҫалӑхра вӑй хунӑ. «11-шер гектар сахăр чӗкӗнтӗрне ӗçе кӗртнӗ. Унтан улӑм купаланă, утӑ пуçтарнă çӗрте хутшăннă, колхозри пур ӗҫе те пурнӑҫланӑ. Вӑй та, сывлӑх та пулнӑ», – тесе калаçрӗ Сания аппа хӑйӗн иртнӗ ҫулӗсене аса илсе.
Телейлӗ, туслӑ ҫемьере пилӗк ача ҫуралнӑ. Вӗсене те хӑйсен тӗслӗхӗпе, ӗҫе хăнăхтарса ӳстернӗ. Азьмухановсем ял ҫыннисем хушшинче пысӑк хисепре.
Цыфаркинсен ҫемйи
Дементий Ивановичпа Раиса Михайловна Цыфаркинсем – сумлă юбилей ҫулӗсене паллӑ тӑвакан ҫемьесенчен чи аслисем.
Вӗсем Упи ялӗнче пурăнаççӗ. Дементий Иванович – тракторист, Раиса Михайловна колхозра тӗрлӗ ӗçсенче ӗҫленӗ. Вӗсем пӗр ывăлпа пилӗк хӗр çуратса ӳстернӗ, халӗ вара 12 мӑнукӗпе 10 кӗçӗн мӑнукӗшӗн юратнӑ аслашшӗпе асламăшӗ, кукашшӗпе кукамăшӗ пулса пурӑнаҫҫӗ. «Эпир пӗрле пурӑнма пуçланăранпа 70 ҫул иртрӗ ӗнтӗ, вăхăтӗнче çырăнман кăна», – терӗ, ăшшăн кулса Дементий Иванович.
Садыевсен ҫемйи
Рифкать Абдуллатифовичпа Мусфира Миниалимовна Садыевсем Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Вӗсем иккӗшӗ те саккӑрмӗш теçеткене вакланă. Хӑйсен ӗмӗрне ҫак ялта пурӑнса, ҫак çӗр çинче ӳснӗ ҫынсем. Ялти хисеплӗ ҫемье пилӗк ачана пурнӑҫ панӑ. Паян вӗсем ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗпе, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, ачисемпе мӑнукӗсене ӳстереҫҫӗ, вӗсем ашшӗ-амӑшӗн савӑнӑҫӗ пулса пурӑнаҫҫӗ.
«Кашни ҫемьен хӑйӗн историйӗ. Анчах мӗнле пулсан та, паян телейлӗ ватлӑх патне вӗсене ырă пахалӑхӗсем: пӗр пӗрне ӑнланса пурăнни, хисеплени, чӑтӑмлӑх илсе ҫитернӗ. «Ҫемьере килӗшӳ пур-тӑк, ӗҫсем те лайӑх пыраҫҫӗ», – теҫҫӗ вӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев