Повиликăран сыхланӑр
Специалист канашӗ
Ӳсентӑрансен 200 ытла тӗсне сиен кӳрекен паразитлӑ ҫумкурӑк – повилика – пирки Тутарстан Республикинчи «Россельхознадзор» управленийӗн патшалӑх инспекторӗ Раиль Абузяров каласа парать.
– Повилика сиенлӗ пулнипе уйрӑлса тӑрать. Культурӑсен составӗнче вăл вӗсенчен органика тата органикӑлла мар тутлӑхлӑ япаласем илет, ӳсӗме тытса чарать; ҫавна пула тухӑҫ пахалӑхӗ япӑхланать: ҫимӗҫри сахӑр виҫи тата нумай ҫул ӳсекен культурӑсен хӗле чӑтӑмлӑхӗ, ҫавӑн пекех техника культурисен сӳсӗсен пахалӑхӗ чакать. Повиликӑллӑ апат чӗрчунсемшӗн наркӑмӑшлӑ. Повилика шутне кӗрекен наркӑмӑшлӑ алкалоидсемпе наркӑмӑшланма, хӑш чухне чӗрчунсем вилме те пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, повилика вируслă чирсене саракан та пулса тăрать. Унтан тасатман апат курӑкӗсем пӑнтӑхпа витӗнеҫҫӗ, япӑх типеҫҫӗ, – тет Раиль Абузяров.
Сарӑлу ҫулӗсем: повилика вӑрлӑхӗпе, апат-ҫимӗҫпе, фураж тыррипе, утӑ тата ӳсентӑран юлашкисемпе, чечексемпе, тунасемпе, хунавсемпе тата тӑпрапа, эмел чӗртаварӗпе тата транспортпа килме пултарать.
Повиликăна çаксем те сарӑлма пулӑшаҫҫӗ:
тӗрӗслемен ака материалӗсене акни, мӗншӗн тесен вӑрлӑхсем патне повилика вӑрри те лекме пултарать;
ҫумкурӑк вӑрри лекнӗ тислӗке удобрени вырӑнне усӑ курни;
тӑпрана ҫителӗксӗр ӗçе кӗртни.
Повиликăпа мӗнле кӗрешмелле?
1. Агротехника мес-лечӗсем (чи тухӑҫлисем):
тӑпрана тарӑн сухалани (30 см) – вӑрлӑхсене шăтса тухма май пулман тарӑнӑша куҫарать;
«хура пар» – калчасене тӑтӑшах пӗтерсе, лаптӑкпа пӗр ҫулталӑклӑха усӑ курманни;
ҫирӗп культурӑсем акни (сӗлӗ, тулӑ, хӗвелҫаврӑнӑш, кавӑн);
çука кăларасси – калчасене нумай шӑварни, кайран вӗсене çука кăларни (механикӑлла майпа е гербицидсемпе).
2. Механика меслечӗсем:
чечеке лариччен ӳсентӑранӑн сиенленнӗ пайӗсене е ӳсентăрансене алӑпа çумласа пăрахни;
ҫӗр çийӗнченех повиликăна ҫулни;
çулса пăрахнă повиликăна ҫунтарни (вӑл каллех тымар ан ятӑр тесе).
3. Хими меслечӗсем (гербицидсем):
тӑпра гербицидӗсемпе (сос-тавӗнче ацетохлор, тӗслӗхрен, «Харнес», «Трофи») – акиччен е шӑтса тухиччен усӑ кураҫҫӗ;
талккӑшпех гербицидсем сапни.
Профилактика:
Вӑрлӑх материалне тасатни: культурӑсен вӑрлӑхне тӗплӗн тӗрӗслени тата повилика вӑрлӑхӗнчен тасатни.
Техникӑна тасатни: повиликаллă вырăнсенче ӗҫленӗ хыҫҫӑн ял хуҫалӑх техникине тасатни.
Çӗрнӗ тислӗкпе усӑ курни: ҫӗрмен тислӗкре повилика вӑрлӑхӗ пурнӑҫне тăсать.
– Повилика е ытти ҫумкурӑк тупăннă тӗслӗхре, агропромышленность комплексӗн продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗпе пахалӑхне хаклакан федераллӑ центрӑн Тутарстан Республикинчи филиалне (адресӗ: Хусан хули, Оренбург тракчӗ урамӗ, 20а) пӗлтерме е 8 (843) 277-69-26 телефон номерӗпе шăнкăравлама ыйтатпӑр, – тет Раиль Абузяров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев