Пограничниксем уявларӗҫ
Кӑҫал Раҫҫей Чикӗ ҫарӗсем йӗркеленнӗренпе 108 ҫул ҫитрӗ!
Пограничник кунне халалласа районти тӗрлӗ ҫулсенче чикӗ ҫарӗсенче хӑйсен ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ паттăр чӗреллӗ каччăсем Геройсен Аллейине пысӑк уяв мероприятине пухӑнчӗҫ.
Мероприяти пограничниксен палӑкӗ умне чечексем хунинчен пуҫланчӗ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ каччăсене асӑнса пӗр минутлăх шӑплăх пӗлтерчӗç.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов паттӑр каччăсене уяв ячӗпе саламларӗ, вӗсене ырӑ сунӑмсем сунчӗ.
– Майăн 28-мӗшӗ – паттӑрлӑх, хăюлăх, чыслăх тата Тӑван ҫӗршыва чикӗсӗр юратнине пӗлтерекен кун. Чикӗ хуралҫисем пирӗн ҫӗршывӑн чиккисене хӑрушлӑх юнанă вӑхӑтсенче хӳтӗлесе паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, паян та хӑйсен посчӗсенче сыхӑ тӑраҫҫӗ, пӗрлӗх тӗслӗхне кӑтартаҫҫӗ, – терӗ Рустам Искандарович.
Ҫак кун нумайăшӗ район пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн тата ветерансен юхӑмне аталантарас енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫлӗ пулчӗç.
Паянхи кун Çӗпрел районӗнче чикӗ ҫарӗсенче службăра тӑнӑ 300 яхӑн арҫын пурӑнать. Мирлӗ пурнӑҫра та вӗсем лайӑх ӗҫченсем, тӗслӗхлӗ ҫемьесем, шанчӑклӑ арҫынсем.
Ҫар ҫыннисем район шайӗнчи тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнаҫҫӗ, ыр кӑмӑллӑх ӗçӗнче те пулӑшу кӳрессине хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсем патне гуманитари тиевне ӑсатма хутшӑнаççӗ, ентешсемпе тӑтӑшах ҫыхӑну тытаççӗ.
– Эпир пӗр-пӗринпе хутшӑнса, пулӑшу парас енӗпе тăрăшатпăр. Малалла та сывӑ пулар, тӗл пулса тăрасчӗ, пӗр-пӗрне ҫухатас марччӗ, – тет чикӗ ҫарӗсенче службӑра тӑнӑ «Форпост» организацийӗн ертӳҫи Альберт Сулейманов.
Справка
Ҫак кун 1918 ҫулта ҫамрӑк Совет Республикин Правительстви ҫӗршывӑн Чикӗ хуралне йӗркелесси ҫинчен декрет йышӑннӑ. Уяв пек ӑна пӗрремӗш хут 1958 ҫулта, Чикӗ ҫарӗсене 40 ҫул пулнă ятпа паллӑ тунӑ. Кӑҫал ҫӗршыв унăн 108 ҫулхи уявне паллӑ тăвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев