Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Питрав кунӗ

Йăла – йӗрке

Июлӗн 12-мӗшӗнче православи тĕнĕпе пурăнакансем Петĕрпе Павăл апостолсене асăнаççĕ. Халăхра ăна Питрав (Питравкка) кунĕ теççĕ.

Питрав çуллахи паллă уявсенчен пĕри шутланать. Мĕн авалтан çак вăхăт тĕлне халăх утă çулса типĕтме тăрăшнă. Çак кунран çанталăк кăштах ылмашать, майĕпен кĕр çывхарнине систерме пуçлать. Питравра – куккук  авăтма пăрахать. Ватăсем каланă тăрăх – хурăн милĕкне те Питравччен хатĕрлеме тăрăшмалла.

Питрав кунне хĕвел уявĕн кунĕ те тенĕ. Çакăн пĕлтерĕшĕ акă мĕнре: çак кун хĕвел выляса тухать теççĕ. Ĕлĕк ватăсем хĕвел тухасса сăнасах тăнă. Çамрăксем ял пуçне, тӳпемрех вырăнсене выляма тухнă. Кăвайт чĕртнĕ, хĕвел тухасса кĕтсе çунакан кăвайт тавра карталанса юрăсем юрласа çаврăннă, вăйăсем выляса çĕр каçнă.

Çак кун виçĕ çăлкуçĕнчи Питрав шывĕпе çăвăнма каланă.  Çак йăла çынна чунлăх, кăмăл-туйăмпа сăпайлăх кĕртме пулăшать тесе ĕненнĕ. Каçсерен хĕрсем çерем çине тухса карталанса юрăсем юрланă, чуччу ярăннă.  Ялти ватăсем килтен киле çӳресе уяв тунă.
Ял çыннисем Питрава пĕр-ик эрне маларах хатĕрленме тытăннă. Вĕсем кил-çурта, урама тирпей-илем кӳнĕ. Чи малтанах уяв валли пӳрт çунă, тӳшек-минтерсене картише илсе тухса типӗтнӗ, чӳрече каррисене çуса çакнă. Пӳртре ĕç пĕтерсе тухнă хыççăн кил хушшине тирпейленĕ, пĕр ытлашши хăма, турпас та выртма юраман. Урамсене, кил картисене шăлса тасатнă.
Хĕрарăмсен вара тата пысăкрах ĕç пулнă. Вăл – сăра вĕретесси. 

Питрава кашни киле тенĕ пекех кӳршĕ е аякри ялсенчен хурăнташĕсем лашасем кӳлсе килнĕ, пӳрт тулли хăна-вĕрле шавланă. Така пусса шӳрпе пĕçерсе çинĕ, кил хуçи хĕрарăмĕсем вара  çырла кукăлĕ янтăланă.

Питрав умĕн е Питрав кунне туйсем нумай пулнă. «Питрав кун авланакан е качча каякан  çемье пурнăçĕнче телей курать», – тенĕ ваттисем. Питрав хыççăн туй тума юраман, мĕншĕн тесен хĕрӳ вăхăт пуçланнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев