Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Питбайк – тетте мар

Хăрушă транспорт

Транспортӑн ҫак тӗсӗпе ятарлӑ спорт площадкисенче кӑна ҫӳреме ирӗк панӑ.

Районăн урамӗсенче каçхи шăплăха пăсса, сасси хӑлхана шӑтарса кӗрекен, аслӑ ӑрури ҫынсен чун лӑпкӑлӑхне пӑсакан транспорт – питбайксен шавӗ илтӗнме пуҫларӗ.

Йышӑннӑ правилӑсемпе килӗшӳллӗн, питбайкпа ятарлӑ спорт площадкисенче кӑна ҫӳреме ирӗк параҫҫӗ. Паллах, чи малтан водитель удостоверенийӗ, эпикировка пулмалла. Инҫе ҫула тухни, ял ӑшӗнчи ҫулсемпе ҫӳрени, сӑмахран, район центрӗнче, çул-йӗр правилисене пӑсни пулса шутланать. Кун пек чухне вӗсене штрафлама пултараҫҫӗ. Материалсене, çаплах, ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссие те яраҫҫӗ.

Ку енӗпе право хуралӗн органӗсем ҫирӗп мерӑсем йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Питбайкпа çӳрекен ҫамрӑк трагедире аварие лексе, ҫак инкекре сиен куракансем пулсан унӑн ашшӗ-амӑшне РФ УК 151.2 статйипе «Çул ҫитмен ачана хӑйӗн пурнӑҫне хӑрушлăх кăларса тăратакан ӗҫсем тума явăçтарни» уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Ҫак статья вара, ашшӗ-амăшне виҫӗ ҫул таран ирӗксӗр хӑварма та пултарать.

Тӗслӗх вырӑнне, апрель уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Набережные Челны проспектӗнче çул çинче пыракан питбайк хуҫине – ҫамрӑк каччăна тытса чарнине илсе кӑтартма пулать. Водитель удостоверенийӗ пулманшăн 16 ҫулти каччăна 15 пин тенкӗлӗх штраф панă. Ачан ашшӗ-амӑшне те административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӗсене транспорт хатӗрне çӳретме прави пулман ҫул çитмен ачине панӑшӑн 30 пин тенкӗ штраф панă.

Асра тытӑр:
– Скутерпа е мопедпа 16 ҫултан аслӑраххисене «А1» категориллӗ водитель удостоверенийӗ пулсан ҫеҫ çӳреме ирӗк параҫҫӗ;
– Мотоциклпа ҫӳрес тесен 18 ҫула ҫитмелле, «А» категори пулмалла, ҫавӑн пекех транспорт хатӗрне страховать тумалла;
– Питбайксемпе, квадроциклсемпе пӗтӗмӗшле усӑ куракан ҫулсем ҫинче усӑ курма чараҫҫӗ, вӗсем ялсен, хуласен урамӗсем тӑрӑх ҫӳреме техника требованийӗсемпе хӑрушсӑрлӑх стандарчӗсене тӳрӗ килмеççӗ.

Районти ГИБДД пайӗн пуҫлӑхӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов мототранспорт хатӗрӗсемпе çӳрессинчен пӑрӑнма чӗнсе калать. – Ашшӗ-амӑшӗ ачине питбайк туянса панă чухне, вӑл ялти урамри ҫулсемпе е уй-хирпе ҫеҫ ҫӳрӗ тесе шутлать, анчах та питӗ йăнăшать. Ҫак транспорт ҫине ларакан ҫамрӑк, паллах, пӗр-пӗр автомагистрале тухать, питбайксемпе вара чӑнннипе те ҫул пулман вырăнсенче е ятарлӑ ӑмӑрту трассисемпе ҫеҫ ҫӳреме пулать. Пӗтӗмӗшле усӑ куракан ҫулсемпе питбайксемпе ҫӳреме пачах чараҫҫӗ. Эпир, ГИБДД инспекторӗсем, тӑтӑшах рейдсем ирттерсе тăратпăр. Ҫул çитменнисемпе ачасен хӑрушсӑр вырӑнсенче те мототранспорта  çӳреме юрамасть. Ачасемшӗн яваплӑх ашшӗ-амӑшӗ ҫине ӳкет! Квадроциклсем, питбайксем, скутерсем тата ытти те – ачашӑн хӑйшӗн те, таврари ҫынсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратаççӗ, – тесе асӑрхаттарать тӗп автоинспектор.

Цифрăсем
2025 ҫулта республикӑра мототранспорт хутшӑннипе пулнӑ çул-йӗр-транспорт аварийӗсенчен 277-шӗнче – 17 ҫын вилнӗ, 305-шӗ тӗрлӗ шайра суранланнӑ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев