Питбайк, скутерсем трагедисем кăларса тăратаççӗ
Сыхă пулăр!
Ҫуллахи каникул тапхӑрӗнче киленӳ те, инкекӗ те пур.
Пӗр енчен, ачасем хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫывӑх ҫыннисемпе канаҫҫӗ, тепӗр енчен – ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхӗнчен тухнине пула, вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑха кӗрсе ӳкет: шывра путни, ҫул ҫинчи авари тата ытти пӑтӑрмаха пула суранланса, пурнăçӗсем татăлни пирки хăрушă хыпар килсе тăрать.
Ҫулла ҫамрӑксем машинӑсем, мотоциклсем çине ларса, çул çине тухнăран, трагедисемпе вӗçленнӗ тӗслӗхсем те нумай. Ачи руль умне ларнӑ ашшӗ-амӑшне халӗ уголовнăй майпа явап тыттараҫҫӗ.
Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД ӗҫченӗсем кӑҫал мототранспорта тытса пыракан ҫамрӑксем тӗлӗшпе 8 административлӑ материал хатӗрленӗ.
– Ҫу ҫитсен питбайксемпе тата мотоциклсемпе ҫыхӑннӑ ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсем енӗпе лару-тӑрăвӗ ҫивӗчленет. Ачисене шухăшламасăр «хӑрушӑ тетте» туянса пани час-часах трагедипе вӗҫленет, – тет Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗн ӗçне вăхăтлăха пурнăçлакан Дамир Даутов. – Çакăн пек тӗслӗхсем сахал мар. Сӑмахран, Высокогорск районӗнче кӑҫалхи майăн 20-мӗшӗнче мотоцикл çинче ларса пыракан 17 ҫулти хӗр-пассажиркăн пурнăçӗ татăлать. Вӑл ларса пыракан транспорт хатӗрне прави пулман тантӑшӗ тытса пынӑ, бордюр çине пырса тӑрӑннӑ, ҫавна пула хӗрача больницӑра вилнӗ. Тата тепӗр инкеке Кайпăç районӗнче регистрациленӗ. Ашшӗ 13 ҫулти ывӑлӗ валли мопед туяннӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫул ҫине тухать, управленине ҫухатать, çул-йӗр-транспорт аварийӗ кăларса тăратать. Ҫавна пула икӗ автомобиль ҫапӑнать, ҫамрӑк йывӑр суранланать. Ҫамрӑкăн ашшӗне административлӑ майпа явап тыттармӗҫ кӑна мар, суд ун тӗлӗшпе РФ Уголовнăй Кодексăн 151.2 статйипе усӑ курӗ. Ку статья санкцийӗ виҫӗ ҫул таран ирӗксӗр хӑварассине шута илет. Ҫавӑнпа та, мототранспорт туяниччен ашшӗ-амӑшӗн кун пирки чӑнласах шухӑшласа пăхмалла.
Малалла тăсса
Юлашки виҫӗ ҫулта Раҫҫейре мототранспорт хутшӑннипе пулнă çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче 148 ача вилнӗ. Статистика хӑрушӑ, анчах ҫулсем ҫинче ҫамрӑксем питбайкпа çӳресси малалла тăсăлать.
Питбайк вӑл – пӗтӗмӗшле усӑ куракан ҫулсем тӑрӑх ҫӳреме палӑртман спорт хатӗрӗ. Унпа ятарлӑ площадкӑсенче ҫеҫ ҫӳреме пулать. Скутера е мопеда 16 ҫултан пуҫласа тата «А1» категориллӗ водитель удостоверенийӗ пулсан ҫеҫ тытса пыма ирӗк параҫҫӗ. Мотоциклпа çӳрес тесен 18 ҫул тултарнă
тата «А» категориллӗ пулмалла, ҫавӑн пекех, транспорт хатӗрне страхламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев