Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта ҫӗнӗ майсем

Районта халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра юсанӑ

Ҫак кунсенче центр заявлени ҫыракансене юсаса ҫӗнетнӗ уйрӑмсенче йышӑнма пуҫларӗ. Çӗнӗ тӗс илнӗ центра уҫмалли мероприяти Тутарстан Республикин Ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова тата район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑннипе иртрӗ.

Çӗнелнӗ кадрсен центрӗнче ачасем валли ятарлӑ кӗтес те пур. Кунта ӗҫ паракансемпе пушӑ вакансисем шыракансене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеме, ҫавӑн пекех ӗҫсӗррисене ҫӗнӗ профессисене алла илме, квалификацие ӳстерме лайӑх условисем туса панӑ.

– Ҫӗнетнӗ ӗҫпе тивӗҫтерекен центр уҫӑлни – ӗҫпе тивӗҫтерекен тытӑма аталантарас тата халӑха ӑнӑҫлӑ карьера тума кирлӗ ресурссемпе тивӗҫтерес ӗҫре пӗлтерӗшлӗ утӑм, – тесе палӑртрӗ Эльмира Зарипова. Вӑл ҫӗнетнӗ учреждени халӑха пулӑшас ӗҫре тухӑҫлӑрах ӗҫлессе шаннине пӗлтернӗ.

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн ертӳҫи Роберт Низамов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ центр кăтартакан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне ӳстерме тата Çӗпрел ҫыннисен ӗҫ рынокӗнчи позицийӗсене ҫирӗплетме пулӑшать.

– Паянхи кун центрта 12 ваканси шутланать, ҫавӑн пекех пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен операторӗн профессине алла илмешкӗн ушкӑн пухаҫҫӗ. Ҫаксем пурте «Кадрсем» наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланаҫҫӗ. Кăмăлӗ пулнă кирек кам та 8 (84375) 2-24-51 телефонпа шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пултарать, – тесе калаçрӗ Роберт Низамов.

Справка

Центрти ӗҫсене «Кадрсем» наци проекчӗн «Ӗҫ рынокне тытса пырасси» федераци программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Наци проекчӗсем 2019 ҫултанпа Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинăн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланаҫҫӗ.

«Кадрсем» наци проекчӗ, ӗҫ рынокӗн ыйтӑвӗсене тӳрӗ килтерсе, кадрсем хатӗрлеме тӗллев лартнӑ.

2029 ҫул тӗлне ҫӗршывра ӗҫпе тивӗҫтерекен мӗнпур службӑна ҫӗнетме тата «Работа России» текен кадрсен ҫӗнӗ центрӗсене уҫма палӑртнӑ. 2025 ҫулта Тутарстанра ҫакӑн пек ҫӗнетнӗ ӗҫпе тивӗҫтерекен 49 центр уҫӑлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев