Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Паттӑрсене – патшалӑх наградисем

Районта паттӑрлӑх кӑтартнӑ, патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ паттӑрсем сахал мар

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ларусен залӗнче наградӑсем памалли мероприяти иртрӗ. Мероприятире Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин хутшӑнчӗҫ.

– Паян пирӗн ҫӗршыв пысӑк сăнавсем витӗр иртет. Тӑван çӗршывăмăрăн чиккисене ентешӗмӗрсем чыслăн хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсем çӗршыв умӗнчи тивӗҫӗсене пурнӑҫласа, районăмăрăн чӑн-чӑн паттӑрсем пулнине çирӗплетеҫҫӗ. Вӗсен ячӗсене ҫӗршывăмăрăн тата кӗҫӗн тӑван ҫӗршывăмăрăн историйӗнче ҫырнӑ, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫемйисене, ырлӑх, мирлӗ тӳпе сунчӗ. Вӑл паттӑрсене Тӑван ҫӗршыва парӑннӑшӑн тав турӗ, вӗсен паттӑрлӑхӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулнине палӑртса иртрӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче пуç хунă паттӑрсен ҫывӑх ҫыннисене Паттӑрлӑх орденӗсем пачӗç. 

Паттӑрлӑх орденӗ – вăл харсӑрлӑхшăн, паттӑрлӑхшӑн парăнакан Раҫҫей Федерацийӗн чи пысăк наградисенчен пӗри.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2005 ҫулхи сентябрӗн 14-мӗшӗнчи Указӗпе килӗшӳллӗн Паттӑрлӑх орденне (вилнӗ хыççăн) Владимир Александрович Калюшевăн наградине  амăшӗ Зинаида Петровна тата ашшӗ илчӗç. Çаплах, РФ Президенчӗн 2026 ҫулхи февралӗн 16-мӗшӗнчи Указӗпе килӗшӳллӗн палăртнă Паттӑрлӑх орденне (вилнӗ хыҫҫӑн) Владимир Иванович Николаевӑн мăшăрне  Антонина Викторовнана тата ывӑлӗсене пачӗç.

Мероприяти вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн палӑртакан Раҫҫейӗн патшалӑх ҫӗнӗ наградипе – II степеньлӗ «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе Алешкин-Саплăк ялӗнчи Владимир Геннадьевич Юдина чысларӗҫ.

Унсӑр пуҫне, çар хатӗрленӗвӗнче питӗ лайӑх кӑтартусемшӗн, çар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа çитӗнӗвӗсемшӗн Аслă Аксу ялӗнчи Александр Сергеевич Магарина РФ Оборона Министерствин «Раҫҫей Федерацийӗн оборонине ҫирӗплетес ӗҫе пай кӗртнӗшӗн» медалӗпе тата «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан» медальпе наградӑларӗç.

Мероприяти ентеш-паттӑрсене чунтан тав туни, вӗсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чунтан хисепленине пӗлтерекен символ палли пулса тӑчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев