Паттӑрсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн ентешӗмӗрсем патшалӑх наградисене тивӗҫлӗ пулчӗç
Район администрацийӗн зданийӗнче иртнӗ мероприятире Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин, ҫар ҫыннисен ҫывӑх ҫыннисем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем тата обществăлла организацисен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.
«Пирӗн салтаксем Тӑван ҫӗршыва чыслӑн хӳтӗлерӗç, ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗшӗн хӑйсен гражданла тивӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫларӗç», – терӗ наградӑсем парас умӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров. Вӑл çар çыннисен ҫывӑх ҫыннисене ҫирӗплӗх, чӑтӑмлӑх сунчӗ.
«Ентешӗмӗрсен ячӗсем район историне ҫырăннă, вӗсен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр. Паттӑрсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!» – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин та хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапла палӑртрӗ: «Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси – арҫыннăн тивӗҫӗ! – терӗ вӑл. – Çӗршывăмăрăн хăрушсăрлăхӗн, ҫемье тăнăçлăхӗн хуралӗнче арҫынсем тӑраҫҫӗ. Пирӗн тӗллев – паттăр çар çыннисен ҫутӑ астăвăмне халăх асӗнче ӗмӗрлӗхе хӑварасси!»
Аслӑ Аксу ялӗнчи Николай Викторович Малова ятарлӑ ҫар операцине 2022 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче уйрăм мобилизаци шайӗнче илнӗ. Иртнӗ çулхи ноябрь уйӑхӗнче ӑна, сывлӑхӗ хавшанине пула, ҫар службинчен хăтарнӑ.
«Ҫӗршыва хӑрушлӑх юнанă чухне, лӑпкӑн тӑраймарӑм, эпӗ унта пулма тивӗçлӗччӗ», – тет вӑл. Мероприятире ӑна торжествăлла лару-тӑрура Суворов медальне пачӗҫ. «Ентешӗмӗрсене ырă-сывӑ таврӑнма сунатăп», – терӗ вӑл.
Ҫак кун Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн, вилнӗ хыççăн, «Паттӑрлӑх» орденӗсене тивӗçлӗ пулнă Алексей Александрович Волковӑн наградине унăн тӑванне Наталья Мартынована, Фарид Иршатович Зайдулловăн наградине аппăшне Алсу Ханмурзинана, Дмитрий Радиславович Федотовăн наградине амӑшне Надежда Васильевнана пачӗç.
Кивӗ Чукал ялӗнчен контрактпа кайнă ентешӗмӗр Ринат Рифкатович Шараповӑн «Паттӑрлӑх» орденне тата Жуков медальне унӑн хӗрӗ Румия йышӑнчӗ.
Алсу Ханмурзина, Чӗмпӗр хули:
– Шăллăмăр Фарит Иршатович Зайдуллов питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ, ялан пулăшма хатӗр тăракан ҫынччӗ. Ӑна аса илмен кун та ҫук пирӗн. Контракт туса хӑй ирӗкӗпе тухса кайрӗ, ăшшăн кулса тăни куç умӗнче каймасть, пире питӗ йывăр...
Игорь Федотов, Пăрăнтăк станцийӗ:
– Эпир аннемӗрӗн икӗ ывӑлӗ, икӗ пăртăван ӳсрӗмӗр: Дмитрий тата эпӗ. Ҫухату питӗ йывӑр, вӑл яланах пирӗн чӗрере хӑйӗн ырӑ кăмăлӗпе упранӗ...
Игорь Федотов хӑй те хальхи вӑхӑтра ятарлӑ операцире çар службинче тӑрать. «Шӑллӑмăн тӗслӗхӗпе унӑн паттӑрлӑхне малалла тӑсма шутларӑм», – тет вӑл.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров регионта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшмалли анлӑ комплекслӑ мерӑсем ӗҫленине, район администрацийӗнче вара ҫар ҫыннисен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене кирлӗ пулӑшу пама яланах хатӗр пулни çинчен çирӗплетсе иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев