Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Паттӑрсен мухтавӗ вилӗмсӗр

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ ентешсен ҫывӑх ҫыннисене патшалӑх наградисем пачӗç

Паттӑр пулса ҫуралмаҫҫӗ, паттӑрлӑх тӗслӗхӗсене кӑтартса,  паттӑрсем пулса тӑраҫҫӗ. Пирӗн çирӗп чун-хаваллă, тӑван ҫӗршывшăн яваплӑ, Тӑван çӗршыва, хӑйсен халӑхне парӑннӑ ачасем ҫакна хӑйсен паттӑрлӑхӗпе кӑтартса параҫҫӗ.

– Паян эпир Тӑван çӗршыва чыслӑн хӳтӗлесе тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекенсене хисеплетпӗр. Вӗсем чӑн-чăн арҫынсем пулса – паттӑр, ҫирӗп, присягӑна тата Тӑван çӗршыва парӑнса юлчӗç. Паттӑрсен мухтавӗ вилӗмсӗр, – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин.

Мероприятире Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин та хутшӑнчӗ.

– Кашни арҫыннăн тивӗҫӗ –  хӑйӗн ҫӗршывне хӳтӗлесси, – терӗ вӑл.

– Пирӗн ҫӗршывăн историйӗнче мӗнле кӑна пулӑмсем пулман. Арҫынсем яланах тăнăçлăха тивӗçтерсе тăчӗç. Паян та паттӑр ентешӗмӗрсем мӑн асаттесен паттӑрлӑхне, çаплах, малалла тăсаççӗ, – тесе калаçрӗ çар комиссарӗ.

Радик Тухфатуллин пуç хунă салтаксенчен кашниех чӑн-чӑн паттӑрлӑх, ҫирӗп кӑмӑл тата чун хавалӗн вӑйӗн тӗслӗхӗ пулнине палӑртса иртрӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Паттӑрлӑх орденӗпе (вилнӗ хыҫҫӑн) наградăланнă Рамиль Рафикович Валиуллинӑн патшалӑх наградине унӑн аппăшне Алсу Рафиковнана, Виктор Юрьевич Тихоновӑн наградине Валентина Владимировнана пачӗç.

Ентешӗмӗрӗн Петр Гинадиевич Шадриковăн Паттӑрлӑх орденне тата «Раҫҫей Федерацийӗн оборонине ҫирӗплетес ӗҫе пай кӗртнӗшӗн» медале унӑн амӑшӗ Юлия Никандровна йышăнса илчӗ.

Никита Николаевич Гордеевăн РФ Оборона Министерствин II степеньлӗ «Çар паттӑрлӑхӗшӗн» медальне унӑн амӑшне Роза Васильевнана, Андрей Анатольевич Романовӑн «Угледара ирӗке кӑларнӑшӑн» медальне унӑн мӑшӑрне Екатерина Петровнана пачӗç.

– Тӑватӑ ача пăхса ӳстертӗм. Андрей тӗпчӗк ывăлăмччӗ. Уйрăм мобилизаци шайӗнче ятарлӑ ҫар операцине малтанхи кунсенчех кайрӗ. Чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартрӗ, хӑйӗн ҫар тивӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫларӗ, – тесе ывӑлне аса илсе амӑшӗ.

– Манӑн шӑллӑм контрактпа кайрӗ. Иртнӗ çул паттӑррӑн пуç хучӗ. Питӗ тунсăхлатпăр, – терӗ Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Рамиль Рафикович Валиуллинӑн аппӑшӗ Алсу Рифкатовна та.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче пуç хунă ентешӗмӗрсене пӗр минут шӑп тӑрса аса илчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев