Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Паттӑрлӑх» орденӗпе наградăланчӗç

Ҫар ҫыннисем хăюлăхпа паттӑрлӑхшӑн наградӑна тивӗҫнӗ

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн залӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн пуç хунă ҫар ҫыннисен ҫемйисемпе тӑванӗсене «Паттӑрлӑх» орденӗсене (вилнӗ хыҫҫӑн) пачӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В. В. Путинӑн Указӗпе Сергей Александрович Копьев, Артем Сергеевич Масленников, Николай Викторович Пришельцев, Николай Васильевич Яруков, Рамиль Тауфикович Яфизов, вилнӗ хыҫҫӑн, «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланчӗç.

Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин хутшӑнчӗҫ. 

Сергей Копьевӑн патшалӑх наградине унӑн амӑшне Людмила Копьевана, Артем Масленниковăн наградине — Артемӑн аппăшне Юлия Петрищевана, Николай Пришельцевӑн наградине — амӑшне Галина Пришельцевана, Николай Яруковăн орденне — тетӗшне Владимир Ярукова, Рамиль Яфизовӑн наградине ашшӗне Тауфик Яфизова пачӗç (ӳкерчӗкре).

— Эпир хамӑрӑн Геройăмăрсемпе мăнаçланатпăр. Пирӗн астӑвӑм чӗрӗ чухне вӗсем те пурӑнӗҫ. Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! — терӗ Марат Ринатович. 

— Арҫыннӑн хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне хӳтӗлемелле. Вӗсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫларӗҫ, — терӗ Радик Тухфатуллин, паттӑрсен ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек хӑрама пӗлмен, хӑюллӑ ывӑлсем ӳстернӗшӗн тав турӗ. 
Наградӑсем памалли мероприятие, ертӳçӗсем, ҫавӑн пекех, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем, организацисенче ӗҫлекенсем те хутшӑнчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев