Паттăрсем кӗрешрӗç
Спорт
Раҫҫейӗн спорт мастерне Нажип Камилевич Замалетдинова асӑнса, Мучелей ялӗнче йывӑр атлетика енӗпе турнир иртрӗ.
Нумай ҫул хушши районти Сабантуйсенче ҫӑмӑл машинӑна канатпа туртнă, центнӗр таякан тырӑ миххисене хулпуҫҫи ҫине çӗклесе хунӑ кӗрнеклӗ Нажип Замалетдинов пирӗн ентеш пулнине нумайӑшӗ пӗлмест те пулӗ. Вӑл вара Мучелей ялӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ.
1973 ҫулта Нажип Камилевич Мучелей шкулӗн пӗрремӗш класне вӗренме кӗрет. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, Ульяновскри строительство колледжӗнче вӗренет, ҫарта служить тăвать. Унтан Ульяновскри патшалӑх педагогика институчӗн физкультурăпа воспитани памалли факультетӗнче вӗренет. Ульяновск облаҫӗнчи Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗçлет. 2000 ҫулта пассажирсене турттаракан транспорт организацине йӗркелет.
Ентешӗмӗр 35 ҫулта кăна йывӑр атлетикӑпа интересленме пуҫланӑ, апла пулин те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, сакӑр ҫултан Раҫҫей спорт мастерӗ пулса тӑрать.
2009 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Мордва Республикинчи Рузаевка хулинче чи йывăр виҫе категорийӗнче спорт нормативне пурнӑҫлать. 140 килограмм тата 185 килограм таякан икӗ тӗрлӗ кӑтартусем енӗпе штангӑсене ҫӗклесе, пӗтӗмӗшле 325 килограмм çӗклемелли йывăрлăхри суммăна пухать. Йывӑр атлетика историне 43 ҫулта чи аслă спорт мастерӗ пулнă май кӗрет. 2004 ҫулта Атăл тăрăхӗнчи федераллă округăн чемпионӗ пулса тӑрать. 2006 ҫултан пуҫласа 2016 ҫулччен мастер-ветерансен хушшинче чемпион ятне ҫӗнсе илет. Темиҫе хут Раҫҫей рекорчӗсече те тăвать. 2020 ҫулта спорт аталанӑвне хастар тӳпе хывнӑшӑн Ульяновск облаҫӗн губернаторӗн Хисеп хучӗпе чысланать. Нажип Замалетдинов иртнӗ çул май уйӑхӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса каять.
Турнирта Нажип Замалетдиновӑн мăшăрӗпе ывӑлӗ, ҫавӑн пекех, унӑн тусӗсемпе ӗҫтешӗсем хутшӑнчӗҫ. Спорт мероприятине йӗркелеме сӗнекенсем те шӑпах унӑн тусӗсем пулнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, çакă ӑна асӑнса йӗркеленӗ пӗрремӗш турнир. Малашне спорт мероприятине календарь планне кӗртӗҫ, ҫулсерен регионсем хушшинчи шайра йӗркелӗҫ.
Мероприятире Ульяновск хулинчен килнӗ йывӑр атлетика енӗпе спортсменсем хутшӑнчӗç. Унта хутшӑнакансем пурте парнесене тивӗçрӗç, ҫӗнтерӳҫӗсене – кубоксемпе укҫан парнесем пачӗҫ. Призерсем хушшинче, Мучелей ялӗнчен унăн кукашшӗ пе кукамăшӗ пулнă Данияр Хамидуллин та пурччӗ. Эппин, Нажип Камилевич Замалетдиновӑн ăрăвне малалла тăсакансем тата та пур, вӗсем пирӗн енчен пулни те хавхалантарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев