Паттăрлăхӗсем ӗмӗр манăçмӗç
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттăрлăх кăтартнă ҫар ҫыннисене патшалӑх наградисене памалли мероприяти иртрӗ
Мероприяти Ҫӗпрел районӗн Ӗҫ тӑвакан комитетăн залӗнче иртрӗ. Наградӑсене хальхи вăхăтра хутшӑнакансене те, пуç хунă паттӑрсен ҫемйисемпе ҫывӑх ҫыннисене те пачӗç.
Паян та, иртнӗ йывӑр вăрçă ҫулӗсенчи пекех, районăмăрăн паттӑр ывӑлсем чун-чӗре чӗннипе ҫӗршывăмăрăн тăнăçлăхне сыхлаççӗ, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх тӗслӗхӗ кӑтартаҫҫӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсен мухтавлӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсаҫҫӗ.
«Кирек мӗнле вӑрҫӑ та ҫухатусӑр пулмасть. Ҫамрӑксем, арҫынсем пурнӑҫран уйрӑлни пирки калаçма питӗ йывӑр. Паян эпир ҫӗршывӑмăрăн тӑнӑҫлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ ентешсем умӗнче пуҫ таятпӑр, – терӗ Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мероприяти вӑхӑтӗнче. – Паттӑр ентешсене асра тытни – пирӗн таса тивӗҫӗмӗр тата ҫутӑ тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн тав тăвасси. Паттӑрсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!».
11 патшалăх
наградине пачӗç
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрлӑх тӗслӗхӗ кӑтартнӑшӑн Николай Кузьминӑн «Паттӑрлӑх» орденне (вилнӗ хыҫҫӑн) амӑшне – Валентина Кашурина йышăнчӗ. Виктор Тихоновӑн «Суворов» медальне (вилнӗ хыҫҫӑн) унӑн амӑшне Валентина Тихонована, мăшăрне Екатеринăна тата ывӑлне Егора пачӗç.
Упи ялӗнчи Владимир Ярзуткинӑн «Паттӑрлӑхшӑн» медальне (вилнӗ хыҫҫӑн) унӑн аппăшне Нина Нятюнована пачӗç.
– Ҫемьере улттăн ӳсрӗмӗр. Атте ҫак тӗнчерен питӗ ир уйрӑлса кайрӗ. Анне текех çемье çавăрмарӗ, пире пӗчченех пăхса ӳстерчӗ. Владимир пӗртăванӗсемшӗн яланах пăшăрханчӗ, хӑйшӗн тӑрӑшас темен. Ятарлӑ ҫар операцине кайнине пӗлмесӗрех юлтăмăр эпир. Унта кайса вырнаçсан кăна шӑнкӑравларӗ. «Мӗншӗн?», тесе ыйтсан, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл: «Манӑн кунта пулмалла», – терӗ. Калаҫма май пур чухне вӑл видеосем ярса парса тăчӗ. «Асӑнмалӑх, историре кӗрсе юлтӑр», – тетчӗ вӑл. Асăнмалăх, истори акӑ мӗнле пулчӗ... Эпӗ хамӑн шӑллӑмпа мăнаçланатăп, унӑн ячӗ ӗмӗрлӗх, – тесе кӑмӑл-туйӑмӗпе паллаштарчӗ Владимир Ярзуткинӑн аппăшӗ Нина Петровна.
Ҫак кун, çавӑн пекех Дмитрий Николаев «Тăнăçлăх вырнаçтарас енӗпе операцишӗн» медаль хуçи пулчӗ. Унӑн наградине унӑн амӑшӗ Елена Николаева илчӗ.
Алешкин-Саплăк ялӗнчен Петр Шадриковăн ашшӗпе амăшне Юлияпа Геннадий Шадриковсене ывӑлӗн пилӗк тӗрлӗ патшалӑх наградине пани те хумхануллӑ самант пулчӗç. Шадриковсен ывӑлӗн çар служби Чечняра иртет. Унтан илсе килнӗ наградисем те пур унӑн. Мероприяти вӑхӑтӗнче, ашшӗпе амӑшӗ Петр Шадриковăн «Суворов», II степеньлӗ «За воинскую доблесть», «За боевые отличия», «Ятарлӑ операцие хутшӑнакан» тата «Çапӑҫу пӗрлӗхне ҫирӗплетнӗшӗн» медальсем илчӗç.
«Ывӑлӑмăрăн кӑмӑлӗ питӗ лӑпкӑччӗ. Кашнине пулӑшма тӑрӑшса пурӑнчӗ. Унтан хыпар тахҫанах ҫук ӗнтӗ...», – терӗç геройăн ашшӗпе амӑшӗ.
Николай Кузьминӑн амӑшӗ Валентина Николаевна та ывӑлне Матак вӑтам шкулне пӗрремӗш класа вӗренме кайнă чухне, панӑ сӗнӳсене аса илчӗ.
– Ку вăл 2000 ҫулта пулчӗ. Çӗршывӑмӑрӑн тивӗҫлӗ ывӑлӗ пулса ӳссем, тесе калани асăмрах. Ывӑлӑм вара: «Анне, эсӗ манпа мăнаçланăн-ха», – тенӗччӗ ун чухне, çакăншăн йăлтах хăйӗнчен мӗн килнине пурнăçларӗ. Кирек мӗнле пулсан та, чун ыратӑвӗ чакмасть. Маншӑн ывӑл вилмен, вӑл манăн чӗрере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, – терӗ Валентина Николаевна.
Мероприяти ентеш-геройсене тарӑннăн тав тунин, вӗсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чунтан хисепленин символӗ пулса тӑчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев