Паттăр ывăлсем ӳстерсен...
Аслă Чăнлă ялӗнчен Маркизапа Рафик Бикчуровсем Рустам Миннихановпа ирттернӗ тӗлпулура хутшăнчӗç
Республика кунӗ умӗн, Хусан Кремлӗнче Тутарстанри чи лайӑх ҫемьесене чысламалли йышăну иртрӗ. Унта пирӗн районти Бикчуровсен çемйи те хутшӑнчӗ.
Маркиза Каримовнапа Рафик Адиевич ятарлă çар операцийӗнче хутшăнакан Ранифăн ашшӗпе амăшӗ. Бикчуровсен телейлӗ, туслӑ ҫемйи 30 ҫул каялла йӗркеленнӗ тата пӗр-пӗрне хисепленипе, ӑнланулăхпа, ыр кӑмӑллӑхпа, юратупа никӗсленнӗ. Вӗсем хăйсен тăван ялӗнче Аслă Чăнлăра тата районта пурӑнакансем хушшинче авторитет çӗнсе илнӗ, ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗхлӗ çемье пулса тӑраççӗ.
Рафик Адиевич Бикчуров 1965 ҫулта Аслӑ Чăнлă ялӗнче ҫуралнӑ, аслӑ пӗлӳллӗ. Малтан Ульяновск хулинчи заводсенчен пӗринче вăй хурать, унтан тӑван ялӗнчи клуб заведующийӗ пулса ӗçлет, хальхи вӑхӑтра уйрăм хушма хуҫалӑхпа интересленет.
Маркиза Каримовна та 1969 ҫулта Аслӑ Чăнлă ялӗнче çут тӗнчене килет. Малтан Аслӑ Чăнлă ялӗнчи «Ирек» колхозра кассир, унтан Аслӑ Чăнлă ял тăрăхӗн Ӗҫ тӑвакан комитетӗнче тӗп бухгалтер ӗçне пурнăçлать, хальхи вӑхӑтра – кил хуҫи арӑмӗ.
Маркиза Каримовнапа Рафик Адиевичăн çемйинче икӗ маттур ывӑл ҫитӗнет.
Аслӑ ывӑлӗ Рафис Аслӑ Чăнлă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Хусан хулинче аслӑ пӗлӳ илет. Унтан Раҫҫей ҫарӗнче хӗсметре тӑрать. Хальхи вӑхӑтра С.П.Горбунов ячӗллӗ Хусанти авиаци заводӗнче, ПАО Туполев филиалӗнче ӗçлет.
Кӗҫӗн ывӑлӗ Раниф 2015 ҫулта Аслӑ Чăнлă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Хусанти юханшыв техникумӗнче малалла пӗлӳ илет. Вӗреннӗ вӑхӑтра юханшыв флотӗнче икӗ ҫул хӗсметре тӑрать. Ачаранах разведкӑра служить тума ӗмӗтленнӗ, çапла вара унăн ҫак ӗмӗчӗ пурнӑҫланать. Техникум пӗтернӗ хыҫҫӑн, Раниф контрактпа спецназ ҫарне службăна каять, ҫав вӑхӑтрах Мускаври «Синергия» финанспа промышленность университечӗн студенчӗ те пулса тӑрать.
2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Раниф ятарлă çар операцине каять. Полкра аслӑ разведчик пулса тăрать, ҫар юхăмӗсенче хутшӑнать, ҫапӑҫусенчен пӗринче аманать. Реабилитаци хыҫҫӑн, разведгруппăн командирӗ пулма палăртаççӗ
Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна «Паттӑрлӑх», IV степеньлӗ Георгий Хӗресӗ панă орденӗ тата «Çарти хастарлӑхшӑн», «Паттӑрлӑхшӑн», «Спецназра службăра тӑнӑшӑн», «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан», «Çар юхăмӗн ветеранӗ» медальсемпе наградӑланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев