Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Патшалӑх наградисене пачӗç

Пуç хунă паттăрсем ӗмӗрлӗхех асăмăрта юлӗç

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ район çыннисем ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ тата патшалӑх наградисене тивӗҫлӗ пулаççӗ. Шел те, пуç хунисем те пур. Вӗсен орденӗсемпе медалӗсене ҫемйисене параҫҫӗ. Ҫак кунсенче ҫакӑн пек мероприятие районти Ӗç тăвакан комитетра ирттерчӗҫ.

Районăн геройӗсене Алексей Аюгина, Николай Кузьмина, Ренат Салихова, Андрей Романова тивӗçлӗ пулнă патшалăх наградисене: Паттӑрлӑх орденне, 2-мӗш степеньлӗ «Паттӑрлӑхшӑн» тата «Хăюллăхшăн» медальсене вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, тӑлӑх мăшăрӗсене, ачисене пачӗç.

Мероприятире Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин, район администрацийӗн представителӗсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, «Форпост» представителӗсем, юнармейцсемпе организацисен ӗçченӗсем хутшӑнчӗç.

Официаллӑ представительсем пуç хунă çар çыннисен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен хуйхисене пӗрле пайланине пӗлтерчӗç, Тӑван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлес ӗҫре пирӗн ентешсем хӑйсене шеллемесӗр паттӑрлăх кăтартнине палӑртрӗҫ. 

«Ывӑлăмăр ӗмӗрех асра пулӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсене ырă-сывă таврӑнма сунатӑп», — терӗ Алексей Александрович Аюгин.

Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнчен ятарлă çар операцине малтанхи кунсенчех кайнӑ Ренат Салиховăн ҫемйи: мӑшӑрӗ Лилия, ачисем ертӳçӗсене яланах пулӑшса тăнăшăн тав турӗç.

— Ренат ячӗпе спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Манмастăр, уншăн тав тăватăп. Мăшăрăм, аттемӗр пирӗншӗн яланах чӑн-чӑн герой пулса юлӗ, — терӗ Лилия Салихова.

Пуç хунисене пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев