Парӑмусене тӳле те, лӑпкăн кан!
Федераллă суд приставӗсен службине (ФССП) йӗркеленӗренпе — 160 çул
Ҫак кунсенче Ҫӗпрел районӗн суд приставӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Ҫавна май эпир организацийӗн ертӳҫине Рамиль Калимуллина темиҫе ыйту патӑмӑр.
— Рамиль Ильмирович, суд приставӗсен ӗçӗ суд йышӑнӑвӗсене пурнӑҫлаттарас, парӑмсене шыраса илес енӗпе пулнине эпир пурте пӗлетпӗр. Парӑмҫӑсемпе е укçа тӳлеменнишӗн суд патне ҫитернисемпе ӗҫлеме ҫӑмӑл мар-тăр...
— Ҫапла, парăмсен тӗрлӗ тӗсӗсемпе ӗҫлетпӗр. Граждансен пӗр-пӗринчен илнӗ парӑмӗсем пур, кредит, заемӗсене тӳлемен тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗ. Алиментсемпе, ҫурт-йӗрпе йӑла ӗҫӗсемпе, пурлӑхпа ҫыхӑннӑ парӑмсене шыраса илесси ҫинчен суд кӑларнӑ йышӑнусене эпир вӗҫне ҫитеретпӗр. Коллективра ҫак ӗҫсен тӗсӗсемпе 12 ҫын тӑрӑшать.
Ҫулталӑк пуҫлан-нӑранпа паянхи кунччен, сӑмахран, 3893 исполнительнăй производство пуҫарнӑ. Иртнӗ çултан юлнисене те кӗртсе 3632 исполнительнăй производствӑна вӗҫленӗ.
— Парӑма тавӑрма парӑмҫăна миҫе кун паратӑр?
— Законпа килӗшӳллӗн, ирӗклӗ майпа парăма тавăрма пилӗк кун пӑхса хӑварнӑ. Ҫакна аса илтерекен ҫырăва ҫыннăн аллине параççӗ. Халӗ пулӑшма «Госуслуги» электронлӑ портал та пур. Çын патне çыру пырса çитни унӑн парăмӗ унта курăнать. 5 кунра парӑма тӳлемесен штраф хывăнать. Физически сăпатсен штраф сумми — 1000 тенкӗ, юридици сӑпатсен 10000 тенкӗрен кая мар.
— Парӑмҫӑсене ют çӗршыв паспорчӗ паманнине, ун пек пеккисем ют çӗршысене тухса кайма пултарайманнине те уçăмласа иртер-ха...
— 30 000 тенкӗрен парӑмӗ ытларах пулнисем, ăна хӑйсен ирӗкӗпе тӳлемесен, вӗсемшӗн ют ҫӗршыва кайма ҫул хупӑнать. Ҫавӑн пекех, парӑмӗ пур çын пурлӑха регистрацилеме пултараймасть. Пулнă пурлӑхне те арест хывăнать.
— Парӑм пулнипе пулманнине мӗнле пӗлме пулать? Мӗнле те пулин даннӑйсен бази пур-и?
— Тахҫантанпах кӗтнӗ çул çӳреве пӑсас мар тесен, парӑм пулнипе пулманнине яланах тишкерсе тăмалла.
Парӑм пирки Суд приставӗсен Федераллӑ службин Тутарстан Республикинчи управленийӗн сайчӗн тӗп страницинче тата Раҫҫей Суд приставӗсен Федераллӑ службин мобильлӗ хушӑмӗнче пӗлме пулать. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче те пăхма пулать.
«Банк данных исполнительных производств» текен интернет ресурсӗпе усă курсан тата та лайăх. Çак сервис суд приставӗсен службин официаллӑ интернет-сайтӗнче ӗçлет.
Парӑм пуррипе ҫуккине пӗлес тесен гражданинӑн тивӗҫлӗ вырӑнта хушаматне, ятне, ашшӗ ятне тата хӑҫан ҫуралнине регистрацилемелле. Парӑм пулнă тӗслӗхре экран ҫинче исполнительнăй документӑн датине, унӑн тӗсне, исполнительнăй документа панӑ органӑн ятне, исполнительнăй ӗҫӗн датипе номерне, ӗҫ пуҫарнӑ уйрӑма, ҫавӑн пекех, суд приставӗн хушаматне тата справкӑсем валли телефон номерне кӑтартӗҫ. «Ӗҫ тӑвакан производствӑсен даннӑйӗсен Банкӗ» сервиспа усӑ курса, парӑма тӳлемелли квитанцие кăларса илме тата ӑна кирек мӗнле меллӗ меслетпе, ҫав шутра сайт урлӑ та, тӳлеме пулать.
— Эппин, парӑм-ҫӑсемшӗн пӗр тӗрлӗ ҫул ҫӳрев ҫеҫ пулма пултарать — Раҫҫей ҫулӗсем тӑрӑх харпӑр автомобильпе?
— Сӗнмен пулăттăм. Тӳлесе татман парӑмсем пулсан, ҫула тухни йăнăшни пулса тăрать. Суд приставӗсем, Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫ-ченӗсемпе пӗрле, ҫулсем ҫинче тӑтӑшах рейдсем ирттерет. Енчен те парӑм сумми 3 000 тенкӗрен иртет пулсан, автомобиле арестлесе ятарлӑ вырӑна ӑсатма пултараҫҫӗ.
— Юлашки ҫулсенче законсене улшӑнусем кӗртнӗ. Ку парӑмҫӑсенчен парӑмсене шыраса илессине те пырса тивет. Парӑмҫӑсем валли паянхи кунăн пурӑнмалли минимум пӑхса хӑвараҫҫӗ-и?
— Ҫапла, ҫыннӑн пурлӑхӗ пулсан ӗҫ укҫинчен е пенсирен тӳленет. Анчах пурӑнмалли минимумне — унӑн хакӗ. Парӑмҫӑн кун пек чухне пирӗн организацие килсе, ятарлӑ заявлени ҫырма тивӗçлӗ.
— Тавах калаҫушӑн, Рамиль Ильмирович. Сирӗн коллектива ӑнӑҫу сунатпӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев