Матак ялӗнчи çак зданире темиҫе социаллӑ объект вырнаçӗ
Республика программипе килӗшӳллӗн, районта кӑҫал та нумай строительствӑпа юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Чылай объектра ӗҫсем вӗҫленсе те пыраҫҫӗ ӗнтӗ.
Матак ялӗнче хута каякан нумай функциллӗ центрăн строительствине кӑҫалхи февраль уйӑхӗнче пуҫласа янăччӗ. Зданийӗн фундаментне тунӑ, стенисене те хăпартнă, хальхи вӑхӑтра зданийӗн тăррине тăвас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Строительство ӗҫӗсене «СтройСити» организаци пурнӑҫлать. Социаллӑ объект 45 вырӑнлӑ куракансен залӗпе Культура çуртне, библиотекӑна, архив пӳлӗмӗпе Матак ял тӑрӑхӗн зданине пӗр ҫивитти айне пӗрлештерӗ. Республика бюджетӗнчен строительство валли 37 млн. тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Владимир Шумилов, Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ:
– Пирӗн ял тăрăхне Матак, Мучелей тата Чӑваш Ишлӗ ялӗсем кӗреҫҫӗ. Чӑваш Ишлӗ ялӗнче 159 çын, Мучелей ялӗнче 232 ҫын, Матак ялӗнче 389 çын пурӑнать, вӗсенчен 246шӗ пенсионерсем. Нумай функциллӗ центрăн зданийӗ пулассине эпир нумайранпа кӗтетпӗр, – тет.
Надежда Шингарева, Матак ялӗнчи Культура ҫурчӗн ертӳҫи:
– 10 ҫул ытла Культура çурчӗн ертӳҫи пулса ӗҫлетӗп. Здани питӗ кивӗ, темиҫе хутчен те косметика юсавӗ ирттернӗ. Анчах та, пӳрт тӑрринчен пурпӗрех шыв сӑрхӑнать. Эпир ҫӗнӗ зданийӗн строительствине хаваспах йышӑнтӑмӑр. Хальхи условисенче ӗҫлӗпӗр.
Здани пӗр хутлӑ, 299,5 тӑваткал метр лаптӑкра пулӗ. Ӗҫсене строительсем кӑҫалхи кӗркунне вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.
Хӑвӑрах куратӑр, районта стройкӑсем кӗрлесе тăраççӗ. Ҫӗнӗрен туса лартнă, юсанӑ объектсем районта пурӑнакансен пурнӑҫне тата ӗҫ условийӗсене тата та лайӑхлатнишӑн савӑнмалли ҫеҫ юлать.
Нет комментариев