Ҫӗнтерӳ кунӗ – пысăк уяв!
Районта 55 тыл ӗçченӗ тата вăрçăра хутшăннисен 10 тăлăх арăмӗ пурăнать
Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ уяв ячӗпе саламлани
Хисеплӗ тыл тата ӗҫ ветеранӗсем, вӑрҫӑ ачисем! Çӗпрелӗн хисеплӗ çыннисем!
Кӑҫал ҫуркунне эпир Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне 81-мӗш хут кӗтсе илетпӗр. Ҫак уяв вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать.
Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакан 14 пин ытла ҫын Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӗсенчен кашни иккӗмӗшӗ ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ. Эпир хамӑр ентешсен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ таятпӑр, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерессишӗн сумлă пай кӗртнӗ вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Вӗсем ҫӗршывăмăра вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи арканусенчен юсанӑ, районӑн, республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗ.
Эпир Совет Союзӗн геройӗсемпе – Зариф Алимовпа (Çӗнӗ Кахăрлă), Семен Уганинпа (Матак), Нурулла Фазлаевпа (Мучелей), Исмагил Хакимовпа (Аслă Чăнлă), Петр Юхвитовпа (Хурăнвар-Шăхаль) тата Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсемпе Зиатдин Арслановпа (Кӗçӗн Чăнлă), Григорий Семеновпа (Хулаçырми) мăнаçланатпăр.
Эпир ҫӗнтерӳшӗн кӑна мар, ҫутӑ пуласлӑхшӑн, ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх йӗркелессишӗн ҫапӑҫнӑ мӑн асаттесен хăюлăхне, паттӑрлӑхне, патриотизмне, ӑс-хакӑл ҫирӗплӗхне сӑваплӑн упратпӑр, пысӑка хурса хаклатпӑр.
Паян, ятарлӑ ҫар операцийӗ пынă вӑхӑтра, çӗнтерӳçӗсен паттăрлăхне малалла тӑснӑ май, ентешӗмӗрсем ҫӗршывӑмăрăн хӑрушсӑрлӑхне сыхлаҫҫӗ. Вӗсене шанса панӑ ӗҫӗн историлле масштабӗ тата пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк, вӗсен паттӑрлӑхӗ пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑрать.
Пирӗн тӗллев – паттӑр халӑхӑмӑрӑн танлаштарайми героизмне сӑваплӑн асра тытасси, унӑн пархатарлӑхне тата геройла мухтавне хисеплесси тата, паллах, палӑртнӑ тӗллевсене пысӑк профессионализмпа, хăюллăн тата хӑрамасӑр пурнӑҫлакан каччăсене тимлӗхпе, тӑрӑшулӑхпа ҫавӑрса илесси.
Шел те, вӑхӑт хӗрхенӳсӗр. Юнлӑ вӑрҫӑн свидетелӗсем кунран-кун сахалланса пыраҫҫӗ. Паянхи кун районта пӗр вӑрҫӑ ветеранӗ те юлман, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсен тата тыл ӗҫченӗсен шучӗ те ҫулран-ҫул чакса пырать.
Сире çак пысăк уявпа пӗтӗм чунтан телей, ҫирӗп сывлӑх, ҫывӑх ҫыннӑрсен ӑшшине, тимлӗхне туйса пурăнма, ҫемйӗрсенче тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ сунатӑп! Ҫӗнтерӳ тата ун çинчен пулнă астăвăм яланах пирӗн чӗресенче упрантӑр, ҫакӑ вара, ырӑ ӗҫсенче, аслӑ ӑрушӑн ялан та куллен тӑрӑшнинче палӑртӑр!
Уяв ячӗпе! Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе сире!
* * *
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен тӑлӑх арӑмӗсемпе тата тыл ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Минниханов ячӗпе вӑл саламлă ҫырусем, парнесем пачӗ.
Кивӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакан Елена Долгова нумай çул хушши Кивӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче ачасене пӗлӳ панă, тивӗçлӗ канăва тухнă. Тӗп çуртра паян педагогика ветеранӗ пӗчченех пурăнать. «Çӗнтерӳ çăмăл парăнмарӗ, тылра та халăх мӗнпур вăйран çӗтерӗве çывхартассишӗн тăрăшрӗ», – терӗ тыл ӗçченӗ район пуçлăхӗпе тӗл пулнă вăхăтра.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев