Нимӗн те манăçман! Никам та манăçăнмасть!
Июнӗн 22-мӗшӗ — Асăнупа тата хурлăх кунӗ, Раҫҫей историйӗнчи трагедиллӗ кун.
Çак кун, 84 ҫул каялла, пирӗн ҫӗршывра хаяр вӑрҫӑ пуҫланнă. Район центрӗнчи Мухтавпа Ӗҫ монуменчӗ умӗнче кашни ҫулах çав хăрушă пулăмсене аса илсе, Пӗтӗм Раҫҫейри «Астăвăм çурти» акци ирттереççӗ. Кăçал та, июнӗн 21-мӗшӗнче каҫхине ертӳçӗсем, организацисен представителӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсем, волонтерсем, шкул ачисем, район ҫыннисем митинга пухӑнчӗç.
— Июнӗн 22-мӗшӗ — миллионшар ҫын пурнӑҫне илсе кайнӑ хӑрушӑ вӑрҫӑ пуҫланнине аса илмелли кун. Ҫак кунăн символӗ — «Астăвăм çурти» акци пулса тăрать, — терӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов.
Акци вӑхӑтӗнче 84 цифрăна ҫуртасемпе ҫутатнă май, Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗç.
Ҫавӑн пекех, акци шайӗнче Мухтав орденӗн тулли кавалерӗн, Хулаçырми ялӗнче çуралнă Григорий Трофимович Семеновăн паттăрлăхне аса илчӗç, вӑл 1919 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Хулаçырми вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасем, геройăн ҫапӑҫу хирӗнче унӑн паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Геройсен Аллейинчи Григорий Трофимович Семеновăн бюстчӗ умне чечексем хучӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев