Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Никрут юррисенче – халӑх кӗвви, наци историйӗ

Фестиваль районта иккӗмӗш хут иртрӗ

Районти Культура  çуртӗнче «Никрут юрри» республика конкурсӗн зонăри суйлав тапхăрӗ иртрӗ. Мероприяти ТР Культура министерстви, ТР Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫурчӗ тата Ассамблейи пулӑшнипе иртет. Тӗп тӗллевӗ – ӗлӗкрех республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче янӑранӑ авалхи чӑваш рекрут юррисене упраса хӑварасси.  

Никрут юррисенче – ятӗнченех палӑрнӑ тӑрӑх, яш-кӗрӗме ҫар службине ӑсатас йӑла тăрать. Ун никӗсӗнче чӑваш халӑхӗн халӑх фольклорӗ, историйӗ, йӑли-йӗрки. Ӗлӗк салтака каякан каччăсене «никрутсем» тенӗ. Салтак служби те нумай ҫула пынӑ – 10 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченех. 

Салтака юрласа ӑсатни чӑваш культуринче яланах уйрӑм вырӑн йышӑннӑ. Вӑл ҫамрӑксене çар службине ӑсатать кӑна мар, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫре те пысӑк вырӑн йышӑнать. 

Анчах та паян ҫак йӑла майӗпен манӑҫа тухса пырать. Ялсенче ӑна сайрарах та сайрарах илтеҫҫӗ, ҫамрӑк ӑру вара авалхи юрă-кӗвӗсене пӗлсех каймасть. Ҫак йăла-йӗркесене аталантарма Тутарстан Республикинчи Чӑваш наципе культура автономийӗн хастарӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе рекрут юррисем фестивальсенче каллех янӑраҫҫӗ, халӑх асне, чун-чӗрине таврӑнаҫҫӗ.
Мероприятие район пуçлăхӗн çумӗ, районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Алексей Ярухин, ТР Чăваш наципе культура автономи совечӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев уçрӗç, тухса калаçса, хутшăнакансене тата курма килнисене уявпа саламларӗç. 

«Çӗпрел районӗнчен кăçал салтака 35 çамрăка ăсатмалла. Вӗсене ăсатнă чухне йăла-йӗркене пăхăннине пăхма питӗ интереслӗ, салтак юррисем чуна пырса тивеççӗ», – тесе палăртса иртрӗ Алексей Ярухин.

Константин Малышев пӗрремӗш хут конкурса 2015 çулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 70 çул çитнине халалласа иртернине, кăçал фестивале  ТР Раисӗн грантне çӗнсе илнипе ирттерме май пулнине палăртса хăварчӗ. 

Кӑҫалхи фестивале Раҫҫей Халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне тата Тутарстанра пӗлтернӗ Çар паттӑрлӑхӗпе ӗҫ хастарлӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑччӗ. Мероприятие вара, вунӑ ытла илемлӗ пултарулӑх коллективӗ тата уйрăм юрлакансем хутшӑнчӗҫ. Культура ӗçченӗсем авалтан пыракан салтака ăсатас йăла-йӗркепе паллаштарчӗç.

Фестивале хутшӑнакансем виҫӗ номинацире тупӑшрӗç: «Йӑла-йӗрке», «Ушкăнпа юрласси» тата «Уйрăммăн юрласси».
Зонăри тапхăрти конкурсра, «Йăла-йӗрке» номинацире: 1 вырăна – «Çăлкуç» фольклор коллективӗ (Хулаçырми ялӗ, ертӳçи – Клара Портнова); 2 вырăна – «Пасна» фольклор коллективӗ (Чăваш Паснапуç ялӗ, ертӳçи Лидия Герасимова); 3 вырăна «Çăлкуç» фольклор коллективӗ (Алешкин-Саплăк ялӗ, ертӳçи Наталия Клементьева) çӗнсе илчӗç.

«Ушкăнпа юрласси» номинацире: 1 вырăна – «Çеçпӗл» вокал ансамблӗ (Чăваш Çӗпрел ялӗ, ертӳçи Диана Сачкова), 2 вырăна – «Пасна» фольклор ансамблӗ (Чăваш Паснапуç ялӗ, ертӳçи Лидия Герасимова) йышăнчӗç.

«Уйрăммăн юрласси» номинацире: 1 вырăна – Мария Краснова (Çӗнӗ Упи ялӗ), 2 вырăна – Геннадий Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ), 3 вырăна Татьяна Фадеева (Матак ялӗ) çӗнсе илчӗç. Вӗсем пӗрремӗш, иккӗмӗш, виççӗмӗш вырӑнсемшӗн лауреат дипломӗсене тивӗҫрӗç.

Жюри йышӗнче: Константин Малышев – ТР ЧНКА Совечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ; Ирина Трифонова – республикӑри «Сувар» хаҫат редакторӗ; Владимир Ярухин – Чечняри ҫар юхăмӗн ветеранӗ, Чернобыльти АЭСри авари сиенне сирме хутшӑннӑ, отставкӑри милици подполковникӗ; Николай Ларионов – Раҫҫей Писателӗсен Союзӗн членӗ, поэт тата писатель; Виктор Петухов – Афган вăрçин ветеранӗ, районти çар юхăмӗн ветеранӗсен союзӗн ертӳçи пулчӗç.

Жюри кашни номере пысӑк яваплӑхпа, чун ӑшшипе пурнӑҫланине палăртрӗ. Константин Малышев Ҫӗпрел районӗнче суйлав турне йӗркелеме пулӑшакансене пурне те тав турӗ.

Финал Гала-концерчӗ Хусанти Туслăх Çуртӗнче май уйăхӗнче пулӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев