Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Налук хучӗсем автомат мелӗпе килӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

2026 ҫулхи августăн 1-мӗшӗнчен уйрӑм ҫынсен пурлӑх налогӗсем пирки налог уведомленийӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче усӑ куракансен харпӑр кабинечӗсене автомат мелӗпе килме тытӑнӗҫ.

Ӗлӗк документсене электронлӑ майпа илме ятарлӑ заявлени памалла пулнӑ. Асӑннӑ пӗлтерӳ кунӗ хыҫҫӑн парӑма тӳлесси ҫинчен калакан требованисем тата ӑна тӳлеттермелли ҫинчен калакан йышӑнусем ҫирӗплетнӗ аккаунтлӑ мӗнпур çынсен харпӑр кабинечӗсене килӗҫ.

Кун пек чухне «Налог тӳлекенӗн харпӑр кабинечӗ» сервиспа усӑ куракансемшӗн Федераллă налог службин официаллӑ сайтӗнчи йӗрке улшӑнмӗ. Хут квитанцисене почтӑпа патшалӑх пулӑшӑвӗсен сайтӗнче ҫирӗплетнӗ аккаунт тата налук тӳлекенӗн харпӑр кабинетне кӗме май пулман граждансем кăна илӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев