Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Надежда Григорьева – республика конкурсӗн çӗнтерӳçи

Çутӗç

Ҫӗпрел районӗнчи педагог Тутарстанри методика пӗрлешӗвӗн чи лайӑх ертӳҫи пулса тӑчӗ.

2026 ҫулхи апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 15-мӗшӗччен Тутарстан Республикинче «Методика пӗрлешӗвӗн чи лайӑх ертӳҫи – 2026» професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ иртрӗ.

Анлӑ шайри ӑмӑрту пӗтӗм республикӑри педагогсене пӗрлештернӗ, вӗсене методика материалӗсем хатӗрлессинчен пуҫласа вӗренӳ процесне инновациллӗ мелсем кӗртесси таранах хӑйсен професси компетенцийӗсене пур енлӗн кӑтартма май туса панă.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, тӗп номинацире Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн тӑван (чăваш) чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен муниципаллӑ методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Васильевна Григорьева çӗнтерӳçӗ пулса тăчӗ. Унӑн ҫӗнтерӗвӗ районти вӗренӳ хутлӑхӗнче чӑваш чӗлхипе культурине упраса хӑварас, аталантарас тата сарас енӗпе нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленин пӗтӗмлетӗвӗ пулса тӑрать.

Конкурс тӗрӗслевӗсем шайӗнче экспертсем педагогӑн харпӑр ҫитӗнӗвӗсене кӑна мар, пӗтӗм пӗрлешӗвӗн методика ӗҫӗн тухӑҫлӑхне те хак панă. Надежда Васильевна професси пӗрлӗхне йӗркелессин ҫӳллӗ шайне, хальхи вӗренӳ технологийӗсене пӗлсе ӗҫе кӗртме тата хӑйӗн ӗҫтешӗсен квалификацине системӑллӑ ӳстерсе пыма пӗлнине кӑтартса панă. Жюри педагог хӑйӗн практикинче ӑнӑҫлӑ усӑ куракан, тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем хушшинче парăнакан инновациллӗ ӗҫ формисем ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнă.

Надежда Васильевна Григорьеван ӗҫӗ методика пӗрлешӗвӗсен ытти ертӳҫисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать, тӑван чӗлхепе пӗтӗмӗшле пӗлӳ пахалӑхне ӳстерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывать. Унӑн ҫитӗнӗвӗсем –харпӑр ҫӗнтерӳ кӑна мар, республикӑн вӗренӳ тытӑмӗнче наци йӑли-йӗркине тата культура тӗрлӗ енлӗхне упраса хӑварнин пӗлтерӗшне йышӑнни те.
Надежда Васильевнана конкурсра çӗнтерсе, II степеньлӗ Диплома тивӗçнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр! Малалла пултарулӑх ӳсӗмӗсем, професси енӗпе ҫӗнӗрен-çӗнӗ ҫитӗнӳсем, ăнăçусем тума хавхалану сунатпӑр!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев