Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫӗнӗ лавкка уçăлӗ

Кӗҫӗн Чӑнлӑ ялӗнчи суту-илӳ точки республика программипе тӑвăнать

«Халӑха комплекслӑ пулӑшу паракан пунктсен строительстви» республика программипе Кӗҫӗн Чӑнлӑ ялӗнче ҫӗнӗ лавкка тума пуçларӗç.

Лавккан зданийӗн строительствин ӗçӗсене Пӑва районӗнчи «Вегастрой» строительство обществин ӗҫченӗсем пуçăннă. Районти нумай объектсене те çак организацийӗн ӑста строителӗсем юсарӗç, хута ячӗç. 
— Кӗҫӗн Чӑнлӑ ялӗн вӑтам шкулне хӑтлӑх кӗртес тӗлӗшпе те пирӗн каччăсем ӗҫлеҫҫӗ. Ялти Культура çуртӗнчи юсав ӗҫӗсене те эпир пурнăçланăччӗ, — тет çавна май «Вегастрой» яваплăхӗ чикӗленнӗ строительствӑпа монтаж ӗҫӗсен мастерӗ Нияз Мухитов.

Кунти ӗҫсем кӑҫалхи июль уйăхӗн варринче пуҫланнӑччӗ. Паянхи кун вара организацийӗн ӗҫченӗсем Ринат Измайлов, Фердинанд Гафуров, Ильдус Камалов, Ильнур Ибатуллин, Ринат Зяббаров, Алексей Сафронов зданийӗн стенисене хӑпартма пуçланă. Лавккан ҫивиттине витес тата шалти ӗçсене те çак обществăн строителӗсем пурнӑҫлӗç. 

Кӗҫӗн Чӑнлӑ ялӗнче хута каякан лавкка — районта республика программипе тӑвăнакан пӗрремӗш суту-илӳ вырӑнӗ. 

Кӗҫӗн Чăнлă ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Гумер Халитов каланӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла ялта халӑха пилӗк лавкка ӗçлӗ пулăшу кăтартнă. Анчах юлашки ҫулсенче виççӗшӗ хупӑннă, паянхи кун халӑхшăн иккӗшӗ кӑна ӗçлеççӗ иккен. 

Кӗҫӗн Чăнлă — районта чи пысӑк ялсенчен пӗри. Кунта 570 ҫурт пур, ялта 1068 ҫын пурăнать. Ял район центрӗнчен 28 километр инçешӗнче вырнаçнă. Республика программипе тӑвăнакан лавкка ял ҫыннисемшӗн питӗ кирлӗ. 

— Лавкка ял тăрăхне пăхăнса тăрӗ, суту-илӳпе интересленес текенсем валли арендăна парăнӗ, — тет Гумер Халитов. 

Суту-илӳ точкин стенисене кирпӗчрен купалаççӗ. 64 тӑваткал метрлă (8×8 м) суту-илӳ павильонӗ пулнă объекта кӗркунне усă курма пама планлаççӗ. 

Часах лавккан зданине туса пӗтерӗҫ, хута ярӗҫ, унта сутуҫӑсем валли те, туянакансем валли те мӗнпур условисем пулӗç. Суту-илӳ сферинче хӑйӗн ӗҫне уҫас текенсем Кӗçӗн Чăнлă ял тăрăхӗн пуçлăхӗ патне ыйтупа килме пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев