Тӗп хыпар

Ҫӗнӗ ҫар контракчӗн майӗсем

Çар служби

Тутарстанра призывниксем, хӑйсен чаçӗнче контракт çырса, 2,9 миллион тенке яхӑн укçа илме пултараҫҫӗ. 

Тутарстанран çар службине кайнă призывник чаҫе ҫитсен контракт тăвать, мӗнпур ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсене ӗмӗтленме пултарать. Унӑн служби ниепле те улшӑнмӗ, ҫар служби вӗҫленсен вӑл, çаплах, ҫар билечӗ илӗ.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт тӑвас текен граждансене паракан тӳлевсене 2,9 миллион тенкӗ таран ӳстернӗ – ку ҫӗршывра тата Атӑл ҫи федераллӑ округра чи пысӑккисенчен пӗри. Унсӑр пуҫне, шӑпах Тутарстанра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу пама виҫӗ пин ытла муниципаллӑ акт йышӑннӑ.

Енчен те каччă призывпа службӑра тӑрать, ӑна контрактпа улӑштарасшӑн пулсан, вӑл тӳрех хӑйӗн чаҫӗн командованийӗ патне кайма пултарать. Срочнӑй службӑна кайман, анчах ӑна контрактпа улӑштарасшӑн пулнă ҫын суйлав пунктне, кирек мӗнле çар комиссариатне е «Батыр» центра кайма пултарать.

РФ Оборона министерствипе Тутарстан Республикинче килӗшӳ тăвасси ҫинчен тӗплӗнрех 8 800 222 59 00 номерпе е кол-центрӑн регионсем хушшинчи 117 номерӗпе шăнкăравласа пӗлме пулать.

 


Нет комментариев