Мошенниксем ҫӗнӗ схемӑпа усӑ курма пуҫланӑ
Ӗнер. Паян. Ыран
Раҫҫейре мошенниксем майăн 9-мӗшӗ ячӗпе тӳлевсемпе парнесем пама шантарса, граждансене улталаҫҫӗ.
Вӗсем хăйсемпе влаҫ органӗсен ӗçченӗсем пулнă май паллаштараҫҫӗ, патшалӑх тӳлекен укҫа тӳлевӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, çаплах, шантарса, парассин конкретлӑ датисемпе паракан вăхăтсене те калаççӗ.
Унтан вӗсем парнешӗн харпӑр даннӑйсене – паспорт реквизичӗсене, СНИЛС, банк карточкисен номерӗсене тата СМС-кодсем – ыйтаҫҫӗ. Шӑпах ҫак даннӑйсемпе усӑ курса преступниксем ҫынсенчен укҫа вӑрлама, патшалӑх ӗçченӗсен аккаунчӗсене кӗме, кредитсем те илме пултараҫҫӗ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ватӑсем чи пысӑк хӑрушлӑха лекеҫҫӗ. Мошенниксем час-часах шӑпах вӗсене хӗсӗрлеҫҫӗ те.
Правӑна сыхлакансем асӑрхаттараҫҫӗ: иккӗленӳллӗ шӑнкӑрав килсен нимӗнле информаци те ан пӗлтерӗр. Телефона сӳнтерӗр те, кирлӗ пулсан, полицие звонить тăвăр.
Асра тытăр: патшалӑх органӗсем телефонпа нихӑҫан та харпӑр даннӑйсем е SMS-кодсем ыйтмаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев