Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Мӗнле пурӑнатӑн, ял?

Ял тӑрӑхӗсенче граждансен пӗрлехи пухӑвӗсем пыраççӗ

Пӗрремӗшӗсенчен пулса, тӗлпулу Çӗнӗ йӗлмел ял тӑрӑхӗнче иртрӗ. 
«Ял ҫыннисем паян мӗнле пурӑнаҫҫӗ? Унӑн обществăлла пурнӑҫне хастарлатас, халӑхăн пурнăçне  лайӑхлатас тесен мӗн тума пулать?» Халӑхпа тӗл пулнă вăхăтра ҫак ыйтусемпе калаҫусем илсе пыраҫҫӗ.
Тӗлпулусенче ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗсем правительство кӑтартакан пулӑшу мерисем, программӑсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, иртнӗ çул самообложени укҫи-тенкипе мӗнле ӗçсем тунине палӑртаҫҫӗ.
Ҫак эрне хушшинче граждансен пухӑвӗ иртнӗ Ҫӗнӗ Йӗлмел, Кивӗ Чукал, Чӑваш Ҫӗпрел, Аслӑ Аксу, Хулаҫырми, Анат Чакă, Марс, Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхӗсенче те ҫулсене юсас, шыв кӗртес, масарсене юсавлă тытас тата ытти ӗçсем тӑвас енӗпе анлӑ ӗҫсем илсе пынă. 
Тӗслӗхрен, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче кăна та иртнӗ çул 200 миллион ытла тенкӗлӗх икӗ кӗпере юсанӑ. 
Черетре – ҫул! Кӑҫал ӑна асфальт сарӗҫ. Иртнӗ çул Ҫӗнӗ Йӗлмел ялне каякан ҫула юсанӑ. Чӑваш Çӗпрел ял тăрăхне кӗрекен Хăймалу ялӗнче те фельдшерпа акушер пунктне ҫӗнетнӗ.
«Çиекен пӗлмест, хатӗрлекен пӗлет», тенӗ пек. Ку – асӑннӑ ӗҫсенчен хӑшӗ-пӗри ҫеҫ. Унсӑр пуҫне ял тăрăхӗ енӗпе кулленхи ыйтусене те татса параҫҫӗ, вӗсем вара, пурте тӑкак ыйтаҫҫӗ. «Ялти проблемӑсене пӗр, икӗ, çаплах, виҫӗ ҫулта та пурнăçласа пӗтерме май ҫук, вӗсене черетпе татса параҫҫӗ», – тесе пӗлтерет пухусенче район ертӳçи.
Мероприятисенче тӗрлӗ служба представителӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 
Ял пурнӑҫӗнче хастарлӑх кӑтартакансем, спонсорсем те манӑҫмаҫҫӗ. Пуху вӗҫӗнче вӗсене те парнесем параҫҫӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев