Мӑнкун уявӗ
Мăнкун – христиансен чиркĕвĕн авалхи уявĕ
Кăçал Çутă та Аслă Мăнкун уявӗ апрелӗн 12-мӗшне тӳрӗ килет. Мӑнкун Аслӑ типӗ вӗҫлет, уяв тапхӑрне – Ҫутӑ эрнене – уҫать.
Çак кун христиан тĕнне ĕненекенсем чун-чĕререн савăнаççĕ, мĕншĕн тесен Христос чĕрĕлсе тăнипе çылăхсене тата вилĕме çĕнтернĕ, çавна май этемлĕх умĕнче ĕмĕрлĕх пурнăçăн хапхи уçăлнă. Çак уявра чиркӳсенче мĕнпур светильниксене çутаççĕ, ĕненекенсем Мăнкун кĕлли пынă хушăра, хăйсем чун-чĕререн хавхаланнине палăртса, алла çурта тытса тăраççĕ.
Мăнкун – çурхи уяв, кĕçех çу кунĕсем пуçланасса, йывăç-курăк, çарансем чĕрĕлессе, хирте тырпул çитĕнессе, кайăк-кĕшĕк савăнса юрласса, ăшă та ырă тӳпе айĕнче ача-пăча савăнса вылясса пĕлтерет.
Христос чĕрĕлсе тăнин уявĕ эрнипех пырать. Çак эрнере кашни кунах пĕр-пĕрне сывлăх суннă май «Христос чĕрĕлнĕ!» темелле, çавна май хирĕç тесе хуравламалла. Çавăн пекех пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта памалла.
Çутă Мăнкун уявĕ ачасене уйрăмах пысăк савăнăç парнелет. Ĕненекенсем чи малтан шăпах ачасене Мăнкун çăмарти, кулич е пылак кучченеç пама тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта парасси чиркӳ йăли-йĕркине çирĕп кĕнĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ Мăнкун çăмарти пурне те çĕнтерекен Турă юратăвне пĕлтерет.
Мăнкун çитиччен кăшт маларах урам варрине мăн чуччу çакнӑ. Кăнтăрла унта ачасем ярăннӑ, каçхине вара хĕр упраçсемпе яшсем. Çамрӑксем мӑшӑрӑн ярӑннӑ, хӑш мӑшӑрӗ çÿлерех ярӑннӑ, çавсем çав çул мӑшӑрланнӑ.
Чуччу ярӑннӑ хыççӑн тӗрлӗ вӑйӑ вылянӑ. Ҫӑмартапа вылясси уйрӑмах хисепре пулнӑ. Выляса илнӗ ҫӑмартана ҫураки умӗн ана ҫине чавса хунӑ.
Мӑнкунра чӑвашсем хурӑнташ-тӑвансем патне ӗрете ҫӳренӗ. Ку йăла халӗ те манăçман. Мӑнкун сӗтелӗ çине мӗн-мӗн лартнӑ-ха? Çӑмарта хӑпартни, хӗрлӗ çӑмарта, чӑкӑт, икерчӗ, йавачӑ, пÿремеч, шӑрттан, шÿрпе, тултармӑш, ятарласа сӑра вӗретнӗ. Кил хуçисем сӗтеле май пур таран пуянрах хатӗрленӗ, çакӑ вӑл пурнӑç малалла пуян пуласса пӗлтернӗ.
Кӑнтӑрла ҫитсесĕн тӑвансем йӑхра чи аслисен килĕнче пуҫтарӑннӑ. Сĕтел хушине лариччен кĕл тунӑ. Кил хуҫи иртнĕ ҫулшӑн тав тунӑ, ҫĕнĕ ҫулта ырлӑх ыйтнӑ, ваттисене асӑннӑ. Мăнкун пăтти çинĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев