Митрополит Кирилл литурги ирттерчӗ
Ку — православи тӗнне ӗненекенсемшӗн пуриншӗн те пысăк пулӑм
Иртнӗ шӑматкун Ҫӗпрел районне Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл килчӗ. Чӑваш республикин чиккинче митрополита район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата культура ӗҫченӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ.
Тутарстан митро-полийӗн пуҫлӑхӗ Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Сергий Радонежский храмӗнче, çак храма сӑвапланӑранпа 10 ҫул ҫитнине халалласа, литурги ирттерчӗ. Ҫак сăваплă храма вунӑ ҫул каялла туса лартнӑ, сӑваплава вара Феофан владыка 2015 ҫулхи августăн 15-мӗшӗнче ирттернӗ. Иртнӗ шăматкун ӗненекенсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи çак савӑнӑҫлӑ та лăплантаракан пулӑма — Преподобнӑй Сергий Радонежский ячӗпе храм туса лартнă аслă çветтуйăн ашшӗ-амӑшне те — преподобнăйсене Кирилпа Марийӑна — асӑнчӗҫ. Тутарстан митрополийӗн секретарӗ иеромонах Кирилл (Корытко), Ҫӗпрел чиркӳ округӗн благочиннӑйӗ, Сергиевски храм настоятелӗ иерей Павел Пурлов, Хусан хулинчи Иоанно-Предтеченски арҫынсен мӑнастирӗн настоятелӗ игумен Алексий (Яцейко), Хусан хулинчи ҫветтуй князь Александр Невский храмӗн клирикӗ протоиерей Сергий Хохлов, Ҫӗпрелӗ благочинийӗн священникӗсем литургие пӗрле илсе пычӗç. Чаплă службăна Денис Рогов ертсе пынипе Архиерейсен хутӑш хорӗ хутшăнчӗ. Раҫҫей ҫарӗ тата тăнăçлăх тӗлӗшпе те кӗлӗсем пулчӗç.
Литургире Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Николай Угаслов тата Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансем, чиркӳ ҫыннисем, казаксен представителӗсем хутшăнчӗç. Упи ялӗнчи Хусан-Богородица храмӗн настоятелӗ, протоиерей Владимир Кудрявцев вӗрентӳллӗ сăмахсемпе тухса калаçрӗ.
Кӗлӗ ирттернӗ хыҫҫӑн чиркӳ тавра хӗреслӗ çулçӳрев те иртрӗ.
Юлашкинчен Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл ӗненекенсен умӗнче тухса калаçса, уяв ячӗпе саламларӗ, Ҫӗпрел район ертӳçисене тараватлӑхшӑн, пулӑшушӑн тав турӗ. Таса чиркӳре тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Владыка, çавӑн пекех, Ҫӗпрел благочинийӗн священникӗсемпе чиркӳ çыннисене тав турӗ, кӗлле пынă халăха вăл килӗшӳ, ӑнӑҫу, сывлӑх сунчӗ. Храмăн унăн тата прихутăн ӗçне халиччен тата халь те йӗркелесе пыракансене чиркӳ наградисене парса чысларӗ.
Гурий святителӗн — Хусанти Пӗрремӗш архиепископăн, II степеньлӗ медальне ыр кӑмӑлçăна «Тус» строительсво компанийӗн генеральный директорне Николай Угаслова пачӗ. Архиерей грамотисене Вячеслав Катин, Ирина Катина, Виктор Марков тивӗҫрӗç. Тав ҫырӑвӗсемпе Елизавета Нюнюкова, Ирина Борисова, Антонина Антипова, Антонина Кузнецова, Раиса Шихранова, Юрий Петухов чысланчӗç. Чиркӳ ҫыннисене кӗлӗ ячӗпе Патриарх пилӗпе Хусан Турӑ Амӑшӗн турӑшӗсене пачӗҫ.
Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин Хусан тата Тутарстан митрополитне Кирила Ҫӗпрел районӗнчи прихутсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн тав турӗ, Тав çырăвӗ пачӗ, ҫынсене уяв ячӗпе саламларӗ.
Çаплах, 104-мӗш гварди десантпа штурм дивизийӗн командирӗнчен, генерал-майор В. Бабиковран ятарлă çар операцине гуманитари пулӑшӑвӗ панăшăн Çӗпрел чиркӳ округӗн благочиннăйне Павел аттене тата Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Ҫветтуй Дмитрий Салунский ячӗпе хисепленекен чиркӗвӗн настоятельне иеромонаха Владимир аттене районти çар юхăмӗн ветеранӗсен ертӳçи Виктор Петухов «За трудовую доблесть» медальсем пачӗ.
Чиркӳ çыннисемпе хӑнасем валли трапеза та йӗркеленӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев