Çемье
Районти ЗАГС пайӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Роман Сафоновпа Чăваш Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Христина Хубахова мӑшӑрланнине регистрацилерӗç.
Ҫамрӑк мӑшӑра Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин саламларӗ. Вӑл вӗсене мӑшӑрланнине регистрацилени ҫинчен калакан свидетельство тата ҫак кун ячӗпе асăнмалăх парне пачӗ. Вӑл ҫамрӑксене телей, ырлӑх, пӗр-пӗрне хӳтӗлесе пурăнма сунчӗ.
Шӑпа ҫынна ӑҫта кăна илсе ҫитермест-ши, кампа кӑна курнӑҫтармасть-ши. Ҫын ӗмӗр тӑршшӗпех шӑпана пӑхӑнса пурăнать. Роман та Çӗпрел тăрăхне хӑҫан та пулин килсе курӑп тесе, нихӑҫан та шухӑшламан...
Вӑл – Смоленск енчен. Çавăнта çуралнӑ, пӗлӳ илнӗ. Хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗнче служить тăвать. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланиччен вӑл Мускав çывӑхӗнчи ҫар чаҫӗнче службăра тăнă. Унтах Христинапа паллашать.
Христина вара – Чӑваш Çӗпрел ялӗн хӗрӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗренет. Унтан Ульяновск хулинче, каярахпа Роман службӑра тӑракан ҫар чаҫне повар пулса ӗçе вырнаҫать. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланичченех паллашнă, тӗл пулнă.
2024 ҫулта Роман çар службине контрактпа малалла тăсма шутлать. Паллах, ку йышӑну пирки никама та каламасть. Кăçал вӑл аманать, ун хыҫҫӑн реабилитаци иртет. Çав хушăра вӑл хӑйӗн пурнӑҫне йӗркелеме шутлать, çакна Христина та хирӗҫлемест. Ҫапла вара, ҫамрӑк ҫемье йӗркеленет. Мăшăрланăва та Христинӑн тӑван енӗнче ирттерме шутлаççӗ.
– Ҫӗпрел тӑрӑхӗ питӗ илемлӗ, хӑтлӑ, ҫутҫанталӑкӗ куçа илӗртет. Ҫар служби хыҫҫӑн, тен, кунта та пурӑнма таврӑнӑпӑр, шӑпа мӗн çырнă-тăр вӗт, – тет Роман. – Халӗ вара, ман умра – ҫар тивӗҫӗ, сиплентӗм, юлташсем патне кайма вӑхӑт ҫитрӗ.
Районти ЗАГС пайӗн ертӳçи Альбина Шарафутдинова каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа ҫар ҫыннисен 30 ҫемйи йӗркеленнӗ.
Нет комментариев