Марат Ахметов: «Ҫӗпрел районӗнче ӗҫчен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ»
Район Совечӗн пӗтӗмлетӳ ларӑвӗ иртрӗ
Лару ӗҫӗнче Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн председателӗн ҫумӗ Марат Ахметов, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин хутшӑнчӗҫ.
Отчет сессийӗ районти Культура çуртӗнче иртрӗ. Официаллӑ пай пуҫланас умӗн хӑнасем район ҫитӗнӗвӗсен куравӗпе паллашрӗҫ. Фойере хӑйсен продукцине вырӑнти ял хуҫалӑх производителӗсем, предприятисем, муниципаллӑ учрежденисем, таврапӗлӳ музейӗ, ҫавӑн пекех, «Ак калфак» тутар хӗрарӑмӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗ сӗннӗччӗ. Уйрӑм экспозицие районти ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хутшăнакансене пулӑшу кăтартассине халалланӑччӗ. Волонтерсем маскировка сеткисем, окоп ҫуртисем тата ытти япаласем сӗнчӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров 2025 ҫулхи районăн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2026 ҫулхи тӗллевсем ҫинчен доклад турӗ. Тутарстан Республикин Раисне Рустам Минниханова тата Тутарстан Республикин Правительствине пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама пулӑшнӑшӑн тав турӗ.
Район пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, 2025 ҫулта пӗтӗмӗшле территори продукчӗ (ВТО) ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 11,8 млрд тенке ҫитнӗ, çакă 2024 ҫул шайне пăхсан – 10% ӳсӗм. Туса кӑларнӑ таварсен калӑпӑшӗ 12% ӳснӗ, 4,8 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Район экономикине 2,1 миллиард тенкӗ инвестици явӑҫтарнӑ.
Агропромышленность комплексӗнчи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗ республикӑра 11-мӗш вырӑна йышӑнать. Ҫулталӑкӑн тӗп ҫитӗнӗвӗ – рекордлӑ пӗтӗмӗшле тырпул пухса илни – 149 пин тонна, ку вӑл иртнӗ çулхипе танлаштарсан 37 процент нумайрах. Тухӑҫ гектартан 44 центнерпа танлашнӑ.
– Район экономикин тӗп отраслӗ – ял хуҫалӑхӗ шутланать. Иртнӗ çул ҫӗр ӗҫӗнче тухӑҫлăх енӗпе «Цильна» (62,3 ц/га) тата «Çӗпрел Рассвет-Агро» (68,6 ц/га) хуҫалӑхсем малта пулчӗҫ. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗ те лайӑх тухӑҫ пачӗ – 66,7 пин тонна. Районта ҫу культурисене ӳстерес енӗпе (рапс, соя, хӗвелҫаврӑнӑш) ҫул-йӗр активлă ӳсӗм илет, вӗсем паянхи кун акмалли лаптӑксен 31 процентне йышӑнаҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре те лайӑх динамика палӑрать. Сӗт туса илесси 5 процент чухлӗ ӳснӗ, 25,1 пин тоннӑна ҫитнӗ. Пӗр ӗнерен 9073 кг сӗт суса илнӗ – ку республикӑри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах, – ӑтесе палӑртнӑ район пуҫлхӗ.
Марат Ринатович докладра хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен, харпӑр хушма хуҫалӑхсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, промышленность паркӗн резиденчӗсен ӗҫне те ҫутатрӗ.
Районта ҫивӗч ыйтусем, кадрсем ҫитменни çинчен те сăмах пулчӗ. Паянхи кун районта ял хуҫалӑх отраслӗнче те, çутӗç ӗçӗнче те тӗрлӗ ваканси пур. Кунта Марат Ринатович аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗреннӗ хыҫҫӑн, специалистсене района явăçтарнин пӗлтерӗшне палӑртрӗ.
Докладра строительство пӗтӗмлетӗвӗсем, халӑха пахалӑхлӑ ӗҫмелли шывпа тивӗҫтересси, çутӗç тата сывлӑх сыхлав, культура сферинчи ҫитӗнӳсем тата татса памалли тӗллевсем янӑрарӗҫ.
Марат Гафаров ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хӑйсен ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен те калаçрӗ, вӗсене кӑтартнӑ пулӑшу, ыр кӑмӑллӑх ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫак пархатарлӑ ӗҫрен айккинче юлманнисене пурне те тав турӗ.
Марат Гафаров хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ май, 2026 ҫулхи тӗллевсене палӑртрӗ: инвестицисене явăçтарассине ӳстересси, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси; ялта предпринимательлӗхе тата хуҫалӑхӑн пӗчӗк формисене аталантарасси; пур отрасле те ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарасси; демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатасси, пӗтӗмлетсе каласан, халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси.
Сессире, ҫавӑн пекех, район совечӗн депутачӗн, «Цильна» обществӑн тӗп агрономӗ Раис Раимов тата Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов тухса калаçнине те итлерӗҫ.
Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, Тутарстан Патшалӑх Совечӗн Раисӗн ҫумӗ Марат Ахметов район ӗҫне хак пачӗ. Ҫӗпрел районӗ ӗҫченлӗхӗн ятарлӑ «генетика кодне» тӗпе хурса, хӑйӗн ӗҫӗпе ӗҫлесе пурӑннине палӑртрӗ. Район Совет Союзӗн тата Социализмла Ӗҫӗн 20 яхӑн Геройӗпе чапа тухнă, вӗсен паттӑрлӑхне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем малалла тӑсаҫҫӗ.
«Лайӑх кӑтартусем нумай, район инвестици енӗпе палӑрса тăрать. Ял хуҫалӑхӗнче малашлӑх пур: 150 пин тонна тырӑ – рекордлӑ кӑтарту. Инвесторсем килнипе, çаплах, «Цильна» общество пек малта пыракан хуҫалӑх пулнă район ҫу паракан культурăсене тимлӗх уйӑрнӑ май, амбициозлă тӗллевсем лартма тивӗçлӗ», – тесе аса илтерчӗ Марат Ахметов.
ТР Патшалӑх Совечӗн Раисӗн ҫумӗ халӑха сыхласа хӑварасси, кашни ҫемьене тимлӗх уйӑрасси – тӗп тӗллев тесе палӑртрӗ, района ӑнӑҫлӑ ҫул сунчӗ.
«Кунта ӗҫчен, тăрăшуллă халӑх пурăнать. Тавах сире тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн!» – тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне Марат Ахметов.
Лару вӗҫӗнче наградӑсем парса чысларӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев