Максим Топилин килчӗ
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ районта патшалӑх программисене мӗнле пурнӑҫланине пысӑка хурса хакларӗ
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе Максим Топилин Кӗҫӗн Чăнлă ялне ҫитсе курчӗ.
Ертӳҫӗсем халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑма – комплекслӑ пулӑшӑвӑн ҫӗнӗ пунктне уҫассинче – хутшӑнчӗҫ. Унтан вӗсем Зиятдин Арсланов ячӗпе хисепленсе тăракан Кӗҫӗн Чăнлă вӑтам шкулӗнче пулчӗç. Аса илтеретпӗр, кӑҫал пӗлӳ паракан учрежденире тӗплӗ юсав ирттернӗ. Шкулта паянхи кун 63 ача вӗренет, декабрь уйӑхӗнче çутӗç учрежденийӗ хӑйӗн 100 çулхи юбилейне кӗтсе илме пуçтарăнать.
Максим Топилин патшалӑх программисен шайӗнче туса пыракан ӗҫсене пысӑка хурса хакларӗ, шкул ачисем валли тунӑ условисем «питӗ хӑтлӑ» пулнине палӑртрӗ.
Ӗçлӗ визитпа килӗшӳллӗн «Цильна» хуҫалӑх ертӳҫипе Барис Гафуровпа та тӗлпулу иртрӗ. Тӗлпулура районти агропромышленность комплексӗн аталану перспективисене сӳтсе яврӗç.
Депутат кун тӑршшӗнче Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумне те ҫитсе курчӗ. Кунта вӑл ҫӗнӗрен йӗркеленӗ «Авиацин пилотсӑр системисене эксплуатацилесси» ушкӑнра вӗренекен студентсемпе тӗл пулчӗ, хӑйӗн шухӑшӗсемпе паллаштарчӗ.
Ҫӗнӗрен туса лартнӑ «Патриот» ҫамрӑксен центрӗ те тимлӗхсӗр юлмарӗ. Районти хастар ҫамрӑксемпе тӗл пулни усӑллӑ иртрӗ.
«Ҫӗнӗ ҫуртра ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме мӗнпур условисене те туса панӑ», – тесе палӑртрӗ Максим Топилин.
Ҫавӑн пекех, ертӳҫӗсем «Матак – Мучелей» автомобиль ҫулне те пӑхса тухрӗҫ. Ялсем хушшинчи транспорт ҫыхӑнӑвӗшӗн стратегиллӗ пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн пӗр пайне кăçал асфальт сарнӑ.
Максим Топилин районти Культура çуртӗнче Вӗрентекен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ уявра хутшӑнчӗ, педагогсене вӗсен ӗҫӗшӗн тав турӗ.
Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев вӗҫленнӗ май, граждансене йышӑнассине те йӗркеленӗччӗ. Районта пурӑнакансем депутата хӑйсен ыйтӑвӗсене пама, проблемисемпе тӳрремӗнех пӗлтерме пултарчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев