Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Майсем патне ҫул уҫӑ

Кивӗ Ҫӗпрелӗнче иртнӗ эрнере «Патриот» ятлă ҫамрӑксен центрӗ уҫӑлчӗ

Савӑнӑҫлӑ мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР çамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Ринат Садыков, район ертӳçисем, администраци представителӗсем тата, паллах, уявӑн тӗп хӑнисем — районти ҫамрӑксем хутшӑнчӗҫ.

— Паян районта чӑннипех пысӑк пулӑм. Çамрӑксен центрне торжествăлла майпа уçма пухӑнтӑмӑр. Ҫамрӑксене аталанма, вӗсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме, пултарулӑхне ӳстерме республика программисем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ, условисем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫак здани те çамрăксен сассипе кӗрлесе тăрӗ, тесе шутлатăп, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

ТР çамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Ринат Садыков районăн ҫамрӑкӗсене саламласа:

— Эпир ҫак ҫамрӑксен центрӗ уçăласса кӗтрӗмӗр. Районăн ҫамрӑксемшӗн тӗлпулу, сӳтсе явмалли, вӗсен шухӑш-ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртмелли вырӑн пулӗ вăл. Эпир те, хамӑр енчен, центра кирлӗ пек тивӗҫтерес, лайӑх условисем туса парас енӗпе ӗҫлерӗмӗр. Сирӗн усӑ курмалли ҫеҫ юлать. Ырӑ сехет тӗлне пултăр! — терӗ вӑл.

Проекта унчченхи ял тӑрӑхӗн зданине тӗпрен юсанипе пурнӑҫа кӗртрӗç. Здание шалта та, тулаш енчен те палламалла мар ҫӗнетнӗ, оборудованисем вырнаçтарнă. Пур ӗҫе те «Ҫамрӑксемпе ачасем» наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май пурнӑҫланӑ. Центрта ҫамрӑксен канма, пултарулӑх валли тӗрлӗ зонăсем вырнаҫнӑ. Кунта тӗлпулусем ирттермелли анлӑ зал, профессионаллă сасӑ ҫырмалли студи, калаçусем ирттермелли пӳлӗм, ҫавӑн пекех, компьютерпа хальхи вӑхӑтри вӑйӑсемпе (киберспорт) интересленмелли ятарлӑ пӳлӗм те пур.

Республика ертӳçи пулӑшнипе 2024 ҫулта ҫакӑн пек 39 ҫамрӑксен объектне тунă, юсанӑ. Кӑҫал тата 49 объект уçма палӑртнӑ. 

Хӑнасем ҫуртӑн анлӑ, ҫутӑ пӳлӗмӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, ҫамрӑксемпе калаҫрӗҫ.

«Малтисен юхӑмӗн» ертӳҫи Раниля Алиуллова:

— Пирӗн районта çакăн пек центр уҫӑласса эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе илтӗмӗр. Кунта пулнă майсемпе усӑ курса, ҫывӑх вӑхӑтра тӗлпулусем, тӗрлӗ интереслӗ мероприятисем йӗркелеме палӑртат- пӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев