Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Легендарлӑ ентешӗмӗре асӑнса

Районти Культура çуртӗнче Заки Нури ҫинчен ҫырнӑ кӗнекен презентацийӗ пулчӗ

Заки Нури (Заки Шарафутдинович Нурутдинов) — ҫитӗннисемпе ачасем юратнă ҫыравҫӑ, фольклорист, куҫаруҫӑ, халӑхсен туслӑхӗн юрӑҫи, «Халӑхсен туслӑхӗ» орденӗн кавалерӗ, активлă общество деятелӗ, поэт-фронтовик. Иртнӗ ҫулсенче районта Заки Нурине ӗмӗрлӗхе хăварас тӗлӗшпе поэт ячӗллӗ преми йӗркеленӗ, унӑн бюстне район центрӗнче вырнаҫтарнӑ. Акă ӗнтӗ ун ҫинчен ҫӗнӗ кӗнеке ҫырнӑ, районти Культура çуртӗнче те ҫак кӗнекен презентацийӗ — литературӑпа музыка каҫӗ пулчӗ.

Иртнӗ ҫулсенче районта Заки Нурие ӗмӗрлӗхе хăварас тӗлӗшпе поэт ячӗллӗ преми йӗркеленӗччӗ, унӑн бюстне район центрӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Акă ӗнтӗ ун ҫинчен ҫӗнӗ кӗнеке ҫырнӑ, районти Культура çуртӗнче те ҫак кӗнекен презентацийӗ — литературӑпа музыка каҫӗ пулчӗ.

Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Мускаври Халăхсен хушшинчи писательсен союзӗн председателӗн ҫумӗ, «Татар доньясы» обществӑпа политика хаҫачӗн тӗп редакторӗ Ринат Мухамадиев, тутар поэчӗ, Муса Джалиль, Габдулла Тукай ячӗллӗ патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ Ркаил Зайдулла, литературовед, Тутарстан Республикин Наукӑсен Академийӗн Галимджан Ибрагимов ячӗллӗ Чӗлхе, литература тата искусство институчӗн литературоведени пайӗн заведующийӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ наука деятелӗ Альфат Закирзянов, халӑх писателӗ тата поэчӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ искусствӑсен деятелӗ, Габдулла Тукай ячӗллӗ преми лауреачӗ Марсель Галеев, «Казан утлары» журналӑн тӗп редакторӗ, Муса Джалиль ячӗллӗ преми лауреачӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Рустем Галиуллин, вӗренекенсем, шкулсен педагогӗсем, районти ветерансем, ҫыравҫӑн тӑванӗсемпе ял çыннисем, тусӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Мероприяти Заки Нури бюсчӗ умне чечексем хунинчен пуҫланчӗ. Районти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, чак-чакпа кӗтсе илчӗҫ. Фойере Заки Нурин ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗччӗ. 
Хӑнасене тата куракансене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров сцена çине тухса саламларӗ. Вӑл районта 97 ҫын Заки Нури ячӗллӗ премие (1998 ҫултан пуçласа) тивӗҫлӗ пулнине палӑртрӗ. Район пуҫлӑхӗ, ҫавӑн пекех, 4 ҫул каялла районта поэтӑн ҫӗр ҫуллӑхне анлӑн уявласа ирттерни çинчен те каласа иртрӗ.

— Паян акӑ Çӗпрел çыннисен тепӗр ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ — ентешӗмӗр ҫинчен кӗнеке тухрӗ. Ҫакӑншӑн эпир Ринат Мухамадиева тав тӑватпӑр, — терӗ Марат Ринатович, Ринат Сафиевича Тав ҫырӑвӗ пачӗ.

Района килнӗ хӑнасем те кӗнеке ҫинчен пулнă кăмăл-шухăшӗсене пӗлтерчӗç, ентешӗмӗрпе Заки Нурипе пӗрле ӗҫленӗ ҫулсене аса илчӗҫ. Малашне поэтӑн пур кӗнекине те ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларасси çинчен пӗлтерчӗҫ. Вара районти шкулсемпе библиотекӑсенче унӑн ҫӗнелнӗ кӗнекисем пуласса шантарчӗҫ.
Тухса калаҫнисем концерт номерӗсемпе пӗрле çыхăнса пычӗç. Сцена ҫинчен поэт сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем янӑрарӗҫ.

Справка

Тутар литераторӗ, сӑвӑҫи, ҫыравҫи, общество деятелӗ, партизан отрячӗн ҫар командирӗ Заки Нури 2021 çулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче Тутар Тӗкки ялӗнче çуралнă.

Заки Нури (Заки Шарафутдинович Нурутдинов) — тутар литераторӗ, сӑвӑҫи, ҫыравҫи, общество деятелӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, партизан отрячӗн çар командирӗ, Белоруссири партизансен пӗрлешӗвӗнче нимӗҫ оккупанчӗсене хирӗҫ разведка начальникӗ пулса çапăçнă. Тутарла çырнă 30 ытла сӑвӑпа проза кӗнекин авторӗ. РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Тутар АССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн депутачӗ тата членӗ. Заки Нурийӗн пӗрремӗш сӑввисем Тутарстанра 1937 ҫулта, республикӑри хаçат-журналсене, пӗрлехи сборниксенче пичетленнӗ.

1941 ҫулта Тутар АССРӗн вӑрман техникумне пӗтернӗ, 1941-44 ҫулсенче партизансен отрядӗнче разведка начальникӗ пулнӑ. 1944-1946 ҫулсенче — Беларуссири Орша хулин Ӗç тăвакан комитечӗн председателӗ. 1946-1949 ҫулсенче Тутарстанри вӑрман промышленноҫӗнче ӗҫленӗ. 1949-1951 ҫулсенче Тутар кӗнеке издательствинче хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. 1951 ҫултан пуҫласа 1955 ҫулччен Тутар кӗнеке издательствинче ҫамрӑксемпе ачасен литературин редакцийӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ. 1957 ҫулта Мускаври Литература институчӗ ҫумӗнчи Аслӑ литература курсӗсене пӗтернӗ. 1957-1968 ҫулсенче Тутар АССР Писательсен союзӗн яваплӑ секретарӗ, 1971-1974 ҫулсенче Тутар АССР Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ, 1971 ҫулта СССР Писательсен союзӗн правленийӗн секретарӗ, 1961-1968, 1974-1978 ҫулсенче ТАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ, 1964-1971, 1974-1982 ҫулсенче «Казан утлары» журналӑн тӗп редакторӗ, 1970-1975 ҫулсенче РСФСР Писательсен правленийӗн президиумӗн членӗ.

Заки Нури — вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тутар литературин чи активлă авторӗсенчен пӗри. Хӑй пурӑннӑ чухне унӑн кӗнекисем тутарла, вырӑсла тата ытти наци чӗлхипе пичетленсе тухнӑ. Поэтăн пултарулӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче совет ҫыннисен ҫирӗплӗхӗпе паттӑрлӑхне, халӑхсен туслӑхне, интернационализма, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче Белоруссире партизансен юхӑмне, ӗҫ кунӗсен темисене ҫутатнă. Унăн тӑван тавралӑхӗ, тӑван тавралӑхӗн ҫут ҫанталӑкӗ, вӑрмансем ҫинчен çырнă сӑвӑсемте нумай.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев