Тӗп хыпар

Кӗрхи ҫулсен те хӑйӗн йӗрки пур

Пысӑк калӑпӑшлӑ техника кустӑрмисем ҫумне ҫыпҫӑннӑ пылчăк çул çинче пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.

Районти уй-хирсенче ӗҫсем кӗрлесе пыраҫҫӗ. Унта ӗҫлекен техника пӗтӗмӗшле усӑ куракан пысӑк ҫул ҫине тухать, апат утарне те каять, машинӑпа трактор паркне таврӑнать, апат утарне выльӑх апачӗ те турттарать. Типӗ ҫанталӑкра ял хуҫалӑх техники пӗтӗмӗшле усӑ куракан ҫулсем тӑрӑх ҫӳресси нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратмасть, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра пысӑк калӑпӑшлӑ техника кустӑрмисем ҫумне ҫыпҫӑннӑ пылчăк ҫӑмӑл автомобильсемпе ытти техника хатӗрӗсемшӗн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.

Пысӑк калӑпӑшлӑ техникӑпа уй-хиртен пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫулсем ҫине  пылчăк, тăпра илсе тухни йӗркене пӑсни пулать, уншӑн Раççей Федерацийӗн Административлă право йӗркине пăсакансен кодексӗн 12.33 статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарма палӑртнӑ

  • – граждансемшӗн (трак-тористсемшӗн) – 5 000 тенкӗрен пуҫласа 10 000 тенкӗ таран штраф;
  • – должноҫри ҫынсем валли (тӗслӗхрен, инженер-механик е ертӳҫӗ) – 25 000 тенкӗ;
  • - юридици сӑпачӗсемшӗн (ял хуҫалӑх предприятине хӑйшӗн) – 300 000 тенкӗ.

Унсӑр пуҫне Раççей Федерацийӗн Административлă право йӗркине пăсакансен кодексӗн 9.3 статйинче тракторсене эксплуатацилемелли правилӑсене пӑснӑшӑн та яваплăх палӑртнă.

Водительсем, механизаторсем тата специалистсем пурнăçлама тивӗçлӗ ансат требованисем

Тутарстан Республикин патшалăх ьехникин надзор управленийӗн Çӗпрел районӗнчи пай пуҫлӑхӗ – тӗп патшалӑх инженер-инспекторӗ Ильдар Шайхаттаров авариллӗ лару-тӑрусем пултарас марришӗн водительсен, механизаторсен тата специалистсен пӑхӑнмалли ансат требованисене асăнса иртет

  • – шоссе ҫине тухас умӗн кашни кустӑрмапа сӑнчӑра тасатмалла, ҫумалла;
  • – хытӑ сийлӗ ятарлӑ тухмалли çулсем тума сӗнеҫҫӗ, ҫакӑ асфальт сийӗ ҫине пылчӑк илсе тухассине чакарать;
  • – техникӑна палӑртнӑ нормативсенчен ытлашши тиемелле мар, мӗншӗн тесен ку пылчăк илсе тухас калӑпӑша ӳстерет;
  • – механизаторсемпе водительсемшӗн хушма инструктаж ирттермелле;
  • – ҫутатакан тата сигнал паракан приборсем пурте йӗркеллӗ пулмалла.

Тракторсене, комбайнсене, прицепсене тата прицеп агрегачӗсене кустăрмисем пылчăкпа вараланнӑ май, пӗтӗмӗшле усӑ куракан автомобиль ҫулӗсем ҫине илсе тухма пачах чараҫҫӗ. Уй-хиртен асфальтлӑ ҫул ҫине тухмассерен техника кустӑрмисене тасатмалла. Кустӑрмасене тасатмасăр ҫул ҫине тухса, асфальт сий вараланнă тӗслӗхре, водитель-механизатор, специалистсен ӑна тасатас енӗпе мерӑсем йышӑнмалла. Ҫавӑн пекех, мӗнпур ял хуҫалӑх техникине, прицепсемпе прицеп агрегачӗсене ҫутта тавăракан хатӗрсемпе оборудованиленмелле.


Нет комментариев