Кӗрхи призыв пуҫланчӗ
2025 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре кӗрхи призыв кампанийӗ пуҫланчӗ
Ҫавна май Ҫӗпрел районӗнче ҫак эрнере икӗ кун хушши призыв комиссийӗ ӗҫлерӗ, унтан районти Культура çуртӗнче йӑлана кӗнӗ «Призывник кунӗ» мероприяти иртрӗ.
2025 ҫулхи призыв кампанийӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫуллăхӗн ҫулталăкӗнче иртеççӗ. Çаплах, ку çул Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ ҫул та.
— Ҫӗпрелӗн каччисен служить тума кӑмӑлӗсем пур, — тет призыв комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов. — Чӑн-чӑн арҫыннӑн ҫак пурнӑҫ шкулӗ урлă иртме тивӗçлине ӑнланаҫҫӗ вӗсем. Хальхи вăхăтра çар службинче 10 каччӑ иртет. Командирсенчен эпир тав сӑмахӗсем ҫеҫ илтетпӗр, тавах ашшӗпе амăшӗсене ҫакӑн пек ывӑлсем ӳстернӗшӗн.
Пӑва тата Çӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин кӗрхи призыв мероприятийӗсене планлă йӗркепе ирттернине, ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑнманнине палӑртрӗ.
— Хальхи ҫар службине хатӗрлӗхлӗ специалистсем кирлӗ. Тӗслӗхрен, «В», «С» категори, ҫыхӑну енӗпе специальность пур-тӑк, кашнин хăйӗн профессийӗ енӗпе вырнаҫма май пур. Пӗтӗмӗшле илсен, комиссире ачасем хӑш енӗпе службӑра тӑрасшӑн пулнине шута илеҫҫӗ, — тет çар комиссарӗ. — Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ илекен студентсене те вӗренме май пур, çакăншăн вӗренӳ заведенийӗнчен тивӗҫлӗ справка ҫеҫ кирлӗ. Служба срокӗ — 1 ҫулталăк. Ҫар ретне пӗрремӗш ушкӑна октябрӗн иккӗмӗш ҫурринче ăсатма палӑртнӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине каччăсене ямаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн ҫӗршыв территорийӗнчи ҫарсенче служить тăвӗç. Ҫара каяс умӗн призывниксен сывлӑхӗ мӗнле пулнине шута илеҫҫӗ, сипленмелле пулсан, служба срокне куçарса тăрӗç. «Каччăсене ӑнӑҫу сунатпӑр. Эпир вӗсем чӑн-чӑн пурнăç шкулне чыслӑн иртессе шанатпӑр», — тет Радик Тухфатуллин.
Кӗрхи призыв кампанийӗ кӑҫалхи декабрӗн 31-мӗшӗччен пырӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев