«Кӳршӗ» фестиваль: 500 пин тенкӗлӗх грант!
Ӗнер. Паян. Ыран
Тутарстан Республикин Наци библиотекинче «Кӳршӗ» социаллӑ проектсен фестивалӗн ҫуллахи сезонӗн ҫӗнтерӳҫисене чысламалли мероприяти иртрӗ.
Республикӑри тӗрлӗ районта хутшӑнакансем çак проектра хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пуҫарӑвӗсемпе паллаштарчӗҫ, вӗсенчен чи лайӑххисем вара, вӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен хушшинче «Çӗпрел пӗрлӗхӗ: ҫемье, шанӑҫ, килӗшӳ» проекта та тивӗҫлипе хакларӗç. Проектăн авторӗсем: районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсем Виктория Волковапа Гузель Бахитова. Проектăн сумми – 500 000 тенкӗ.
Грант пулӑшӑвне районта культура йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫемье ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетес енӗпе тата нацисен хушшинчи хутшӑнусене килӗштерсе йӗркелес тӗллевлӗ мероприятисем ирттерме усă курӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев