Комбайнсем тыр çине тухма хатӗр
Районти хуҫалӑхсен уй-хирӗсенче кӑҫалхи тухӑҫа вырса пухма 76 комбайн хутшăнӗ
Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче часах тыр çи ӗçӗсене пуçăнма тивӗçлӗ комбайнсен юсавлăхне тишкерчӗç.
Комиссире районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов, Ҫӗпрел районӗн тӗп патшалӑх инженер-инспекторӗ Ильдар Шайхаттаров, «Россельхозцентр» филиалӗн Тутар Республикинчи Ҫӗпрелӗнчи уйрăмӗн пуҫлӑхӗ Исламетдин Низамов тата агроном Ильгиз Азизов районти хуҫалӑхсен тырпула вырса çапакан техникăн шайне тӗрӗслерӗҫ.
Мероприятие, ҫавӑн пекех, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, «Чистополье» Холдинг компанийӗн акцинерла обществăн генеральнӑй директорӗ Наиль Залаков, районти хуҫалӑхсемпе агроуправлени специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ.
Тырпул пухса илмелли техникăна «Цильна», «Çӗпрел Рассвет Агро», «АгроТрансПорт» обществӑсен машинӑпа трактор паркӗсенче тӗрӗслерӗç. Ҫавӑн пекех комиссие пӑхса тухма «Бикчуров», «Махмутов», «Дамаев», «Хайруллин» хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен тырӑ пухса илекен техникине тӑратнӑччӗ.
Комбайнсене тӗрӗсленӗ май, чи малтанах вӗсен техника шайне, герметизацине тимлӗх парăнчӗ.
Специалистсем тырӑ вырмалли комбайнсем ҫитес вырма сезонне хатӗррине, техникӑна ӗҫлеттернӗ чухне хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене пӑхӑннине, производствӑра ӗҫ сыхлавне, ҫавӑн пекех, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ валли кирлӗ инвентарьсем пуррине хакларӗҫ.
— Тухӑҫа вӑхӑтра пухса кӗртес тесен техника лайӑх ӗҫлемелле, — тесе палӑртрӗ район пуçлăхӗ Марат Гафаров. — Ҫавӑнпа та хӑрушсӑрлӑх техникин ыйтӑвӗсем çине уйрӑмах тимлӗх уйӑрмалла. Суранланасран, инкек-синкекрен сыхланас тесен ӗҫ сыхлавӗн правилисене ҫирӗп пурнăçлăр, хӑвӑра тата пӗр-пӗрне упрăр!
Тыр çи пуҫланиччен икӗ эрнене яхӑн вăхăт юлчӗ. Комисси членӗсен шучӗпе, ку пӗтӗм хатӗрленӳ ӗҫӗсене вӗҫлемешкӗн ҫителӗклӗ. Хуҫалӑхсене кайса килнӗ май комисси представителӗсем комбайнерсемпе тӗл пулчӗç, тыр çи сезонӗ пуҫланас умӗн официаллӑ мар условисенче хӑйсен пулнă сунăмӗсене пӗлтерчӗҫ.
Мӗнпур хуҫалӑх ертӳҫисем палăртса иртнӗ тăрăх, тыр çи тапхӑрӗнче мӗнпур хуҫалӑхра куҫса ҫӳрекен юсав бригадисем ӗҫлӗç, вӗсене кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тата запас пайсемпе тивӗҫтерӗç, уй-хирте пушар тухас-тӑвас пулсан ятарлӑ автомобильсем дежурствӑра тӑрӗç.
Комисси членӗсем тырпул пухса кӗртмелли пӗтӗм техникăн хатӗрлӗхне, «Цильна», «Çӗпрел Рассвет Агро», «Агротранспорт» обществӑсен, «Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн тата механизаторсен ӗҫне пысӑка хурса хакларӗҫ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх кашни хуҫалӑхри чи лайӑх механизаторсене грамотӑсемпе тата укҫан премисемпе чысларӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев