Кӗҫӗн Чăнлă вӑтам шкулӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмпех ҫӗнелнӗ май кӗтсе илчӗ
Ҫӗнелнӗ шкулта
Кӑҫал çутӗç учрежденийӗ 63 арҫын ачапа хӗрача валли хӑйӗн алӑкӗсене уҫрӗ, вӗсенчен улттӑшӗ – пӗрремӗш класра вӗренекенсем.
Шкулта ӗҫсем вӗҫленнипе тата шкул коллективне, вӗренекенсене ҫӗнелнӗ классене килнӗ ятпа район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, патшалӑх пурлӑхне тытса пыракан Федераллӑ агентствӑн Тутарстан Республикинчи тата Ульяновск облаҫӗнчи регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов, «Цильна» хуҫалӑхăн ертӳҫи Барис Гафуров, ертӳҫӗсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, ял ҫыннисем килнӗччӗ.
– Ҫакӑн пек пысӑк та пӗлтерӗшлӗ проект Тутарстан Республикин ертӳçисен пулӑшăвӗпе пурнӑҫланчӗ, кăмăллă пултăр вӗренме, – тесе пӗлтерчӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Хӑйӗн саламӗнче вӑл Кӗҫӗн Чăнлă вӑтам шкулӗн вӗренӳпе спорт ӗҫӗнчи, культурӑна, чӗлхене упраса хӑварассинчи ҫитӗнӗвӗсене те палӑртрӗ, ҫак ырӑ йӑла-йӗрке малалла тӑсӑлтӑр терӗ.
Пӗлӳ кунӗ ячӗпе хӑнасем те саламларӗç. «Цильна» хуҫалӑх ертӳҫи Барис Гафуров педагогсене тата вӗренекенсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламласа, шкул валли кирлӗ пулнă япаласемшӗн 100 пин тенкӗ укçа пачӗ. Унсӑр пуҫне, 24 вӗренекене: пӗрремӗш класс ачисене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене, нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене те 5000 пин тенкӗ пачӗ Барис Аппаувич.
– Шкулăмăрта вӗрен-мелли условисем хуларинчен пӗртте кая мар. Пурӗ те тăрăшулăх кăна кирлӗ, – терӗ вăл.
Альберт Хайрутдинов та хăйӗн сунăмӗсенче, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ савӑнӑҫпа ӑнӑҫу ҫеҫ илсе килтӗр, терӗ.
– Тӗпрен юсанине пула пирӗн шкул тата та лайӑхланчӗ. Хальхи условисемпе оборудовани вӗренӳ процесне тата уроксем хыççăнхи ӗҫ-хӗле ҫӳллӗ шайра йӗркелеме пулӑшасса шанатӑп, – тесе пӗлтерчӗ пӗлӳ çурчӗн директорӗ Гульчачак Миначева.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев