Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Кибермошенниксенчен мӗнле сыхланмалла?

Юлашки икӗ ҫул хушшинче районта 65 IT-преступлени регистрациленӗ

Интернет-мошенниксем халӑха улталама ытларах мӗнле механизмсемпе усӑ кураҫҫӗ? Кибермошенниксен капкӑнне лекес мар тесен мӗн тумалла? Кун пирки Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи пай пуҫлӑхӗн ҫумӗпе, полици ертӳçипе Ранис Латыповпа калаçрăмăр.

– Юлашки икӗ ҫулта пирӗн районта пурӑнакансем кибермошенниксен серепине час-часах лекни палăрать. Сӑмахран, 2024 ҫулта ҫак категорири 23 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ пулсан, 2025 ҫулта вӑл икӗ хута яхӑн – 42 таран ӳсрӗ. Мошенниксен тӗп тӗсӗсем – халӑха банк карттисене тӗпе хурса, «Госуслуги» портал урлӑ улталани, каярахпа кредитсемпе микрозаймсем илни. Икӗ ҫул хушшинче район çыннисене, ҫапла вара, 18 миллион тенкӗ таран укçисене çухатнă, – тет Ранис Латыпов.

Ертӳҫӗ çумӗ каланӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра ултавӑн чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ, вăл – мессенджерсем урлӑ тӗрлӗ ссылкӑллӑ е файлсемпе хыпарсем салатни. Ссылкӑпа е файла уҫса кӗнӗ хыҫҫӑн, телефон е компьютер  çине ҫав файлсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ сиенлӗ программӑсем-вируссем автоматла вырнаҫаҫҫӗ. Вирус телефон е компьютер ҫине кӗнӗ хыççăн, пӗтӗм харпӑр информаци, банк приложенийӗсенчи парольсем мошенниксен аллине лекеççӗ. Ҫапла вара, вӗсем мӗнпур укҫана счет ҫинчен хӑйсем ҫине куҫараҫҫӗ, кредитсем регистрацилеççӗ. Вируссем СМС яраççӗ тата сире килнӗ СМСа вулама пултараҫҫӗ, ҫакӑ микрокредитсем хатӗрлеме, «патшалӑх услугисене» кӗме май парать. Телефон хуҫи ун ячӗпе ҫакӑн пек операцисем тунине  пӗлмесӗрех юлать.

– Кибермошенничество темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫивӗч ыйту тата преступленисен чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Мошенниксем юлашки вӑхӑтра актуаллӑ пулнӑ хыпарсемпе е пулӑмсемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫынсене хӑратаҫҫӗ е, пачах урӑхла, питӗ пысӑк усӑ пама шантараҫҫӗ. Раҫҫейре аферистсем ҫынсен укҫисене вӑрлассишӗн ҫӗнӗ инструмент – дипфейк, урӑхла каласан, нейросеть пулӑшнипе ҫыннăн сӑнӗпе реальлӗ видео тӑваҫҫӗ. Унтан генераципе тунӑ суя видеона ҫыннӑн тусӗсене е тӑванӗсене ярса параҫҫӗ. Кӗске видеоролик «ҫывӑх ҫынсем» кӗтмен ҫӗртен чирлени, аварие лекни е ӗҫрен кăларни ҫинчен каласа кӑтартать, укҫана пӗр-пӗр счет ҫине куҫарма ыйтать. Хӑш-пӗр чухне ултавҫӑсем ӗҫ паракансен, патшалӑх органӗсен ӗҫченӗсен, потенциаллӑ парне ӗҫлекен сферӑри паллӑ ҫынсен дипфейкӗсене тӑваҫҫӗ. Кашни ҫыннӑн вӑйсӑр вырӑнсем пур. Питӗ ӑслӑ ҫынсем те эмоцисене парӑнаҫҫӗ. Мошенниксем ҫакна питӗ лайӑх тупса палăртаççӗ, хӑйсен файлӗсенче усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чи ансат мел – палламан номерсенчен шӑнкӑравланине хуравламанни. Енчен эсир хуравланӑ пулсан,  трубкӑна хурса ҫывӑх ҫыннӑрсемпе канашламалла, шӑнкӑравламалла, мошенниксем каланă хыпар тӗрӗс пулнипе пулманнине уçăмламалла, полицие пӗлтермелле, – тесе канаш парать Ранис Латыпов.

Мошенниксенчен сыхланмалли универсаллӑ правилӑсем:
– кодсене телефонпа нихӑҫан та ан пӗлтерӗр;
– ссылкӑсене палланӑ ҫын ярса панӑ пулсан та, хӑвӑрах тӗрӗслӗр;
– ашшӗ-амӑшӗн контролӗпе усӑ курӑр: мошенниксем ачасем урлă час-часах сиен кӳреҫҫӗ;
– енчен мӗн те пулин ытла васкавлӑ, ытла тупӑшлӑ е ытла эмоциллӗ пулса тухрӗ пулсан – ку ултав вӑл;
– май пур ҫӗрте икӗ факторлӑ аутентификаципе усӑ курӑр;
– палламан ҫынсем ыйтнипе телефон ҫине приложенисем ан вырнаҫтарӑр;
– мессенджерсенчи хӑрушсӑрлӑх настройкисене тӑтӑшах тӗрӗслӗр.

Кибермошенничест-вӑна хирӗҫ кӗрешмелли мерӑсем пирки «РФ Госуслугисем», «Финанс культури» порталӗсенче, Шалти ӗçсен министерствин сайтӗнче тата РФ Центробанкӑн порталӗнче пӗлме пулать. «Вестник киберполиции России» официаллӑ каналра  кашни кун ултавӑн ҫӗнӗ тӗсӗсем ҫинчен постсем пичетленеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, ҫак сайтсемпе порталсене кӗрсе, хӑвӑрӑн тӗслӗхӗре те тӗрӗслеме пулать.


Малалла тăсса
Ултав этемлӗх историйӗн малтанхи тапхӑрӗсенчех килсе тухнӑ пулин те, мошенничество преступленийӗн уйрӑм йышӗ пулнă май, 1903 ҫулхи мартăн 22-мӗшӗнче ҫеҫ уйӑрнӑ. Ӑна II Николай вăхăтӗнче «Уголовлӑ йӗркене» кӗртнӗ.
Мошенничествăшăн айӑпласси хаяр пулнӑ. Мошенника  ирӗксӗр хӑварма, каторгӑна е Ҫӗпӗре ссылкӑна яма пултарнӑ.
Паян мошенничествăшăн пысӑк наказани кӗтет: енчен те сиен виҫи 250 пин тенкӗрен иртет пулсан, 80 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереҫҫӗ тата ултӑ ҫул таран ирӗкрен хăтараҫҫӗ. Уйрӑмах пысӑк виҫепе улталанӑ чухне (урӑхла каласан, пӗр миллион тенкӗрен ытла сиен кӳнӗ пулсан) преступника вунӑ ҫул таран ирӗксӗр хӑвараççӗ тата пӗр миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев