Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Калчасене тишкерчӗç

Ятарлӑ комисси ҫурхи уй-хир ӗçӗсене пӗтӗмлетрӗ

Комисси ӗҫне ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, управленийӗн уй-хир отраслӗн тата механизацилес енӗпе специалисчӗсем, «Россельхозцентрӑн» районти пайӗн начальникӗ Исламетдин Низамов, ӳсентӑрансене çумкурӑксенчен тата сиен тӑвакан хурт-кăпшанкăсенчен хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен агроном Ильгиз Азизов, вырăнти хуҫалӑхсен ертӳҫисем тата тӗп агрономсем хутшӑнчӗç. 

Комисси анасене пӑхса тухрӗ, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсен пахалӑхне хакларӗ. Тишкерӳ ӗçӗ яваплăхӗ чикӗленнӗ «Агро Вест» обществăн, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен уй-хирӗсене пӑхассинчен пуҫланчӗ, унтан «Цильна», «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑра малалла тӑсӑлчӗ. Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов палӑртнӑ тӑрӑх, районти 42 655 гектар лаптăкри акăнакан çӗрсен 7583 гектарне урпа, 8114 гектарне — ҫурхи тулӑ, 2316 гектарне — кукуруза, 950 гектарне — сахӑр чӗкӗнтӗрӗ, 9600 гектарне хӗвелçаврăнăш, 5345 гектарне рапс тата ытти культурӑсем йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫал ҫуркунне хăйне евӗрлӗ пулчӗ пулин те, ҫӗр ӗҫченӗсем вӑхӑтра уй-хир ӗҫне пуçăнчӗç. 

Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене технологи требованийӗсене тӳрӗ килтерсе пурнăçланă. Кӗрхи уйӑхсенче тӑпрана пахалӑхлӑн ӗçе кӗртни, ака мероприятийӗсене вӑхӑтра ирттерни, минераллӑ удобренисем кӗртни, кӗрхи культурӑсене апатлантарни лайӑх тухӑҫ пуласса шанăçа ӳстерет. Акнӑ хыҫҫӑн тата сиен тӑвакан хурт-кăпшанкăсене, чир-чӗрсене хирӗç кӗрешмелле, калчасене хушма апатлантармалла, йӑрансем хушшисене те ӗçе кӗртес пулать. Ҫак тӗллевпе хальхи вӑхӑтра ҫумкурӑксене тата сӑтӑрҫӑсене хирӗç кӗрешесси малалла пырать. 

— Паян тӑпрара нӳрӗк ҫителӗклӗ. Халӗ пӗтӗм вӑя акнă анасене пӑхасси, нумай ҫул ӳсекен курӑксен пӗрремӗш хутне хăвăрт хушăра çулса илесси çине ямалла, — тет Талгат Халитов. 

Уй-хир ӗҫӗсене хăш хуҫалӑхсем мӗнле пурнăçланине, чи лайӑх ҫӗр ӗҫченӗсен ячӗсене çак эрне вӗҫӗнче иртекен Сабантуй уявӗнче пӗлтерӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев