«Кайӑксем – пирӗн туссем»
«Кайӑксем – пирӗн туссем»
Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунне халалласа, П.Дементьев музейӗнче Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче вӗренекенсемпе пӗрле «Кайӑксем – пирӗн туссем» экологи сехетне ирттертӗмӗр.
Ачасем тӗклӗ кӳршӗсен тӗнчипе, кайӑксене упрасси пирки паллашрӗç. «Пирӗн тӑрӑхри кайӑксем» видеоролика хаваспах пӑхрӗç, вӗсене тӑван тӑрӑхри кайӑксен сӑнлавӗсем тӑрӑх чухларӑмӑр, илемлӗ сассисенчен мӗнле вӗçен кайăк пулнине уйăрса илчӗç. Кайӑксем ҫинчен каланӑ ваттисен сӑмахӗсене, каларӑшсене аса илтӗмӗр, экологи викторинин ыйтӑвӗсене ӑнӑҫлӑ хуравларӗç.
Ачасем кайӑксене мӗншӗн упрамалли, кашниех вӗсене мӗнле пулӑшма пултарнипе паллаштарчӗҫ. Хӗлле пахчари йывăçсем çине сырăшсем хатӗрлесе çакма, çуркунне шăнкăрч вӗллисем ăсталма кирли çинчен те каларӗç. Вӗçен кайăксем пире мӗнле усă кӳни ҫинчен те калаçрăмăр. Вӗсем вӑрмансемпе садсене сӑтӑрҫӑсенчен хӳтӗлеҫҫӗ, ӳсентӑран вӑрлӑхне сараҫҫӗ.
Урок «Турат çинчи кайӑк» пултарулӑх ӗҫӗпе вӗçленчӗ. Ачасем хӑйсен юратнӑ кайӑкӗсене хавхаланса ӳкерчӗç, сăрласа илемлетрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев