Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Каччăсем ырă-сывă таврăнччăр

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!» районта патриотла акци малалла пырать

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Альбинӑпа Фанис Айметдиновсем — ырӑ тӗслӗх пулса тӑракансем. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцине пулӑшас тесе окоп ҫуртисем тума тытӑннӑ. Эпир те, журналистсем, çавна май вӗсен ырă ӗçӗпе вулакансене паллаштарас тесе, хаçатра çырас терӗмӗр.

— Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине кайнисем хушшинче пӗлӗшсем те, тӑвансем те пур. Вӗсене тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене пулӑшас кӑмӑл канӑҫ памарӗ. Эпир интернет урлӑ пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр та, ансат кăна консерва банкисем пек шӑвӑҫ банкӑсемпе усӑ курса, окоп ҫуртисем тума май пуррине пӗлтӗмӗр. Окоп ҫуртисене çавăнтан пăхса тума вӗрентӗмӗр. Мăшăрăмпа иксӗмӗр те ҫак ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр, — тет Фанис.

Вӗсем пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене пушă шӑвӑҫ савӑтсене кӳрсе пама ыйтаҫҫӗ. Майӗпен ӗҫ малалла çапла каять. 

Ҫурта тума кирлӗ парафина интернет урлӑ кӳртереççӗ. Окопри ҫуртасен пӗрремӗш партине районтан гуманитари пулӑшӑвӗ кайнӑ чухне ӑсатрӗҫ. 2022 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине 500 ытла окоп ҫурти ӑсатнӑ.

Вырӑнти каччӑсемпе тӑтӑшах ҫыхӑну тытаççӗ. Ҫуртасем мӗнле ҫуннипе, вӗсен пахалӑхӗпе интересленеççӗ. 
Калас пулать, Айметдиновсем хӑйсен укҫипе парафин туянаҫҫӗ. Шӑвӑҫ савӑт-сапа, вӗллесенче усӑ курнӑ кивӗ карас, воск кирлӗ. 

— «Воскран ӑсталанӑ окоп ҫуртисен шӑрши пире тӑван ене аса илтерет», теҫҫӗ каччăсем" , — тет Фанис.

Альбина Чӑваш Çӗпрелӗнчи маскировка сетки ҫыхакан пункта та ҫӳрет. 

— Тӗп ӗҫ хыҫҫӑн Чӑваш Ҫӗпрелне каятӑп, сеткăсене пултарнӑ таран, ыттисемпе пӗрле яватӑп, — тет Альбина. — Ыттисене пулӑшма пултарни чун-чӗрене сиплӗх парать. 

Район центрӗнчи шкултан вӗренсе тухсан, Альбина Пӑва хулинче бухгалтер специальноҫне алла илет. Тӗрлӗ ҫулта районти больница кассинче, МСО, Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче вăй хурать. Юлашки ҫулсенче лавккара кассир вырӑнӗнче ӗҫлет. Мăшăрӗ Фанис 30 ҫула яхӑн районти подстанци организацийӗнче вӑй хурать, вӑл электромонтер. Икӗ ывăл пăхса ӳстернӗ.

Хальхи вӑхӑтра аслӑ ывӑлӗ Нафис Хусан хулинчи пӗр организацире ӗҫлет. Ильсаф Хусанти авиаци институтӗнче иккӗмӗш курсра вӗренет. 

Альбина пӳртре, пахчарачечексем ӳстерме юратать. Пахчинче хӑяр, помидор, ытти пахчаҫимӗҫ ытлӑн-ҫитлӗн ӳстерет. Альбина кондитер изделийӗсене пӗҫерме те ăста. Чак-чак, час пӑсӑлман тӗрлӗ пӑтӑ пӗҫерсе районта ӗҫлекен «Огонек доброты» волонтерсен организаци урлӑ ятарлӑ ҫар операцийӗ зонинчи каччăсем валли ӑсатать. 

— Тӗнчере тӑнӑҫлӑх пултӑр. Ҫар ҫыннисем килӗсене ырă-сывӑ таврӑнччӑрччӗ, — тет Альбина.

Окоп ҫуртисем тăвасси 

Айметдиновсем ку енӗпе хăйсен канашӗсене параççӗ

Окоп çурти — вăл хирти условисенче ăшăлăх тата çутă çăлкуçӗ. 
Окоп çурти ҫутӑ та, ӑшӑ та, апат-ҫимӗҫе ӑшӑтмалли те, атӑ-пушмаксене типӗтмелли те, алӑсене ӑшӑтмалли те, юр ирӗлтермелли те. Кунашкал ҫурта 8 сехетчен ҫунма пултарать. 

Вӗсене килте те хатӗрлеме пулать. 
Консерва банкисене суйланӑ чухне 200-400 мл яхӑн калӑпӑшлӑ банкӑсене суйласан аванрах пулать. Çӳллӗ банкӑсемпе усӑ курни усӑллӑ мар, мӗншӗн тесен кислород сахал килнипе, парафин вӗҫне ҫити ҫунмасса та пултарать. Усă курма кукуруза, симӗс пӑрҫа, тушенка, ҫӑратнӑ сӗт, ананас, персик тултарнӑ шӑвӑҫ банкӑсем питӗ усӑллӑ.

Усӑ курас умӗн савăтсен этикеткине илсе пăрахмалла, тӗплӗн ҫуса типӗтмелле. Банка хӗррисем шӗвӗрӗлнӗ пулсан банкăн ҫӳлти пайӗн хӗррисене авма ан манӑр. Сӑрланӑ, пресланӑ картонсем фитильсем тума юрӑхлӑ мар. Картона вӑтам тачӑлӑхпа кӑна ҫавӑрмалла, мӗншӗн тесен тачӑ чӗркесен парафин япӑх ларӗ, ҫуртасем ҫурри таран ҫеҫ ҫунӗҫ.

Окоп ҫуртисем тума кирлӗ материалсем:

  • Консерв банки.
  • Фитиль валли картон е хут.
  • Парафин, ҫу е кивӗ ҫуртасем.
  • Хачӑ е ҫӗҫӗ.
  • Плоскогубцы.
  • Шӑрпӑк, зажигалка.

Окоп ҫуртисем тӑвас ӗç:

  • Банкӑна тасатмалла, типӗтмелле, тикӗслемелле те хатӗрлемелле. 
  • Банкӑн ҫӳлти пайӗнче темиҫе шӑтӑк шӑтармалла.
  • Парафина ирӗлтермелле, фитиле варринче юлмалăх туса, банкӑна юхтармалла. 
  • Хутӑш сивӗниччен кӗтмелле.
  • Траншея ҫуртисемпе хӑрушсӑр, çилсӗр вырӑнта ҫеҫ усӑ курма пулать.
  • Окопри ҫуртасем — ансат, усӑллӑ, кирлӗ япала. Унпа походра, уй-хирте е электричество ҫук чухне усӑ курма юрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев