Йывăр пулнă, тӳснӗ
Вăрçă пуçланнă вăхăтра 11 çулта çеç пулнă
Тыл ӗçченӗсем, вăрçă çулӗсенчи ялти çул çитмен ачасем те çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăйне-халне шеллеменнисем, вӗсем паян хăйсен 90, 95, 100 ҫулхи юбилейӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ.
Вӗсен хушшинче — Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакан Елена Семеновна Казакова. Августӑн 4-мӗшӗнче, 95 çулхи юбилей кунӗнче, Нина Семеновнана район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Ҫӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков тата ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков ăшшăн саламларӗç.
Хӑнасем юбиляра Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне, район пуҫлӑхӗн асӑнмалӑх парнине тата чечекӗсене пачӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал тата чун ӑшшине сунчӗҫ. Нина Семеновнана саламлама тата хаклă хăнасем те, хӗрӗсем, мăнукӗ Милана та килнӗччӗ.
Ӑшӑ калаҫу вӑхӑтӗнче Нина Семеновна вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсен аса илчӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пысӑк та туслӑ ҫемьере ҫуралнӑ, сакăр пӗртăван çитӗннӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ хӑрушӑ тапхӑрта ҫамрӑк хӗрачана питӗ нумай тӳсме тивнӗ. Вӑрҫӑн тӑватӑ ҫулне те вӑл ытти тантăшӗсемпе пӗрле, аслисемпе тан, тăван колхозра ӗҫлесе ирттерет.
— Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вăхăтра эпӗ 11 ҫултаччӗ çеç, мана çав çулсенчи пӗтӗм йывӑрлӑха курма, туйма тӳрӗ килчӗ. Уй-хире пучах пуҫтарма ҫӳрерӗмӗр, вăй çитнӗ таран колхозра тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫларăмăр, кил-ҫуртра та, çаплах, пахчара та тăрмашнă. Вӑл вӑхӑтра никама та ҫӑмӑл пулман, пурте ҫапла пурӑннӑ, — тесе калаçрӗ Нина Семеновна ҫав йывӑр ҫулсене аса илсе.
Шăпи Нина Семеновнана вӑрӑм та тулăх, тӗрлӗ пулăмсемпе тулли кун-ҫул парнеленӗ. Нина Семеновна вӑрҫӑ хыҫҫӑн та колхозра ӗҫлет, ҫавӑн пекех, пӗр вăхăта Баку енне ӗҫлеме кайма тӳрӗ килет, унта вӗсем çӗр ӗçӗпе ӗçлеççӗ, канавсем чаваҫҫӗ. Питӗ йывӑр пулнă-çке, анчах чӑтнă, тӳснӗ.
Пӗр ҫултан Нина Семеновна тӑван ялне таврӑнать. Пулас мăшăрӗпе, Дмитрий Яковлевичпа, паллашать. Вăл та, çамрăк хӗр пекех, колхозра ӗҫленӗ. 1952 ҫулта вӗсем çемье çавăраççӗ, туслă та килӗшӳллӗ çемьере пилӗк хӗр çуралать. Хӗрӗсем паян та ашшӗ-амӑшне çут тӗнче парнеленӗшӗн, тивӗçлӗ воспитани панăшăн тав тӑваҫҫӗ.
Шел те, Нина Семеновнан мăшăрӗ, 1966 ҫулта, ир пурнăçран уйрăлса каять. Хальхи вӑхӑтра вӑл пӗччен пурӑнать, анчах ӑна ачисен тимлӗхӗ çак пӗчченлӗхе туйма памасть. Унӑн кӗҫӗн хӗрӗ, Елена, ҫак ялтах пурӑнать, ытти хӗрӗсем — Людмила, Валентина, Луиза тата Вера — Ульяновск облаҫӗнче, Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурӑнаҫҫӗ, амӑшӗ патне час-часах килеҫҫӗ, кил-тӗрӗшре пулӑшаҫҫӗ.
Нина Семеновнан паянхи кун вунӑ мӑнук, вунӑ кӗçӗн мӑнук пур. Хӗрӗсен, мăнукӗсен ӑшши ӑна пурӑнма, пурнӑҫри кашни самантшӑн савӑнма, туйма вӑй-хал хушать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев