Хусанта Габдулла Мухаметалимович Рахимкулов ячӗпе асӑну хӑмине уҫрӗç
Тутарстан халӑх артисчӗ, ентешӗмӗр Габдулла Рахимкулов – тутар юрӑ искусствинче хӑйӗн ҫутӑ йӗрне хӑварнӑ ҫынсенчен пӗри. Иртнӗ эрнере юрӑҫăн пурнăçӗ иртнӗ ҫуртăн стени ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарчӗç.
Ентешӗмӗрӗн юлашки ҫулсенче пурӑннӑ вырăнӗ вăл –Хусанти Маяковский урамӗнчи 23а-мӗш ҫурт. Мероприятире Габдулла Рахимкуловӑн тӑванӗсем, общество тата патшалӑх ӗçченӗсем, сцена ветеранӗсем, культурӑпа искусство деятелӗсем, ҫавӑн пекех районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов ертсе пыракан делегаци те хутшӑнчӗ.
Габдулла Рахимкулов 1926 ҫулхи майăн 18-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Шемӗршел ялӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенченех искусствӑпа туслашать, тӗрлӗ культура мероприятийӗсене хастар хутшӑнать. Вӑрҫӑ ҫулӗсем унӑн шӑпи ҫине те хӑйӗн йӗрне хăварнă. 1943 ҫулта ӑна ҫара илнӗ, ҫӗршыв чиккинче службăра тӑнӑ. 1944 ҫулта Молдавири Измаил хулинчен Батумие куҫарнӑ. Шӑпах ҫавӑнта юрӑпа ташӑ ансамблӗнче юрлама пуҫланӑ вӑл. Ҫапла пуҫланать унӑн искусствӑпа ҫыхӑннӑ малашнехи пурнӑҫ ҫулӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та, Габдулла Рахимкулов пӗр самант та ӗçрен пăрăнман. 1950 ҫулта Магнитогорскри училищӗрен вӗренсе тухса, ту породисене сирпӗнтерес енӗпе мастер профессине алла илет, шахтӑра ӗҫлеме пуҫлать. Анчах чунӗнче çав çавах юрӑ пурӑнать. Магнитогорскра ӗҫлекен тутар драма кружокне ҫӳрет, концертсем йӗркелеме хутшӑнать. Сценӑна юратни профессирен вӑйлӑрах пулса тухать.
1954 ҫулта Хусана таврӑнсан, Габдулла Рахимкулов Габдулла Тукай ячӗллӗ Тутар патшалӑх филармонийӗн Тутар патшалăх юрӑпа ташӑ ансамблӗн хорӗнче солист пулса ӗçлеме пуçлать.
Унӑн пултарулӑх ҫулӗ тӗрлӗ сценӑпа ҫыхӑннӑ. 1961-1962 ҫулсенче Казахстанри Алмат хулинчи «Казахконцерт» организацире солист пулса ӗҫлет. 1962-1979 ҫулсенче Габдулла Тукай ячӗллӗ Тутар патшалӑх филармонийӗн эстрада уйрӑмӗнче юрлать.
Юрӑҫăн искусстви Тутарстанпа кӑна чикӗленмет. Унӑн кӗвӗллӗ сасси ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче янӑрать. Ӑна Вӑтам Азире те, Ҫӗпӗр анлӑшӗнче те, Урал леш енчи хуласемпе ялсенче те кӗтеҫҫӗ. Тутар тата тӗрӗк халӑхӗсем пурӑнакан вырӑнсенче Габдулла Рахимкуловӑн юррисене хӑйсен, ҫывӑх та хаклӑ юррисем пекех йышӑнаҫҫӗ. 1979 ҫулта пенсие тухсан та, вӑл сцена ҫинчен каймасть. Тата вунпилӗк ҫул хушши хӑйӗн концерт ушкӑнӗпе республикӑри сценăсем çине тухать. Эппин, юрӑ уншӑн професси кăна мар, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ те пулса тухать.
Габдулла Мухаметалимович Рахимкулов 1997 ҫулхи октябрӗн 9-мӗшӗнче пурнăçран уйрăлса каять. Ăна тăван енӗнче – Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Шемӗршел ялӗнче пытарнӑ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа юрӑҫӑн тӑван ялӗнче культура мероприятийӗ иртрӗ.
Габдулла Рахимкулов ячӗ пирӗн районта хаклăн упранать: Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи Культура çурчӗ тата пӗр урам унăн ятне çӳретет. Хусанти Атӑл ҫи районӗнче те юрӑҫ ячӗпе хисепленекен урам пур.
Ентешӗмӗре халалланă асăну хӑми вырнаçтарас пуҫару унӑн хӗрӗн Танзила Габдулловнан пулать, мероприятире унӑн ывӑлӗ Рауф Габдуллович та хутшӑнчӗ. Мероприятире юрӑҫ ҫынлӑхлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, питӗ интеллигентлӑ пулни ҫинчен сӑмах пулчӗ. Мероприятие йӗркелекенсем – ТР Культура министерствипе Тутар патшалӑх филармонийӗ.
Нет комментариев