Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Юрлă, çил-тăманлă, сивӗ хӗл...

Хӗллехи ҫанталӑк хӑйӗн характерне кӑҫал уйрӑмах уҫҫӑн кӑтартать.

Кунӗн-ҫӗрӗн юр ҫуса тăнипе вӑл хуласемпе ялсенче пурӑнакансене те, ҫулсене пăхса тăракан çул-йӗр ӗçченӗсене  те чăрмавсем кăларса тăратрӗ.

«Юрлă, çил-тăман вăйлă пулчӗ. Пирӗн ачалăхри, хапха урлă каçса çӳренӗ юрлă, çил-тăманлă чӑн-чӑн хӗл ҫитрӗ. Юра мӗнле тасатса пӗтермелле? Тин ҫеҫ тасатрӑм,  татах тултарса кайрӗ. Юр тăкма вырӑн юлмарӗ...» Юлашки вӑхӑтра ҫак юрлă, ҫил-тӑман пирки ҫеҫ калаҫу пырать.

«Юр нумай-тӑк, ҫу та лайӑх килӗ, тырпул та тулăх пулӗ», – тенӗ авалхисем. Ку ҫапла-ха, анчах та унăн чăрмавӗ те пайтах. Ҫул ҫинчи юр кӗрчӗсем пăрлă çанталăк машинӑсен юхăмне кӑна мар, ҫуран ҫӳрекенсемшӗн те темӗн чухлӗ чӑрмав кӑларса тӑратать. Тутарстанра ҫавна май «Буран» текен план йышăнчӗç, шкул ачисем дистанциллӗ вӗрентӳ форми çине куҫрӗç.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, январь уйӑхӗнче çунă юр уйӑхри нормӑран иртнӗ, февраль уйӑхӗнче те ҫил-тӑман, тăвăлсем пуласса шантараççӗ. Чи нумай юр çунине республикӑри темиҫе районта палăртнă, ҫав шутра – Ҫӗпрелӗнче те!
Ҫак кунсенче район центрӗнчи, ял тӑрӑхӗсенчи урамсене юртан тасатасси çирӗплетнӗ йӗркепе пырать. Ятарлӑ техника килессе кӗтмесӗрех, аллисене кӗреҫесем тытса, ял ҫыннисем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен умӗсене юртан тасатма тухаҫҫӗ. Тӗслӗхе  Хулаҫырми ялӗнче пурӑнакансене илсе кӑтартма пулать.

Пӗччен пурӑнакан район ҫыннисем, ватӑсем патне пулӑшма шкул ачисем, «Малтисен юхӑмӗн» хастарӗсем кайса, картишсене, хапха умӗсене тасатаççӗ, çулсем тăваççӗ. Ырӑ ӗҫӗсемпе ҫамрӑксем совет саманинчи «Тимуровецсем» командин традицисене малалла тӑсаççӗ.

Хӗл ҫынсене ҫирӗплӗхпе тӗрӗслени çинчен тунтикун район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑннипе ирттернӗ канашлура, çаплах чрезвычайлă лару-тăру комиссийӗн ларăвӗнче те сӑмах пулчӗ. Канашлусенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен тӑррисенчен юр хутламне антарас енӗпе ыйтӑва та ҫӗклерӗç. Аса илтеретпӗр, иртнӗ эрнере Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1 номерлӗ «Солнышко» ача сачӗн тӑрри ишӗлчӗ, сӑлтавӗ – пухӑннӑ юр витӗмӗ пулнӑ, тишкерӳ пырать. Кунашкал тӗслӗхсене республикӑра та палӑртнӑ.

– Кӑҫалхи хӗллехи юр-тăман «аномальнӑй» пулнипе палӑрать. Ҫавӑнпа организацисен, учрежденисен, уйрӑмах ача сачӗсен тата шкулсен зданийӗсен тӑррисем çине тимлӗхе вӑйлатмалла. Юр тасатас ӗҫе ятарлӑ службӑсем пулӑшнипе ирттермелле, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев