Историре хӑйӗн çутă йӗрне хӑварчӗ
Тӗп хыпар

Историре хӑйӗн çутă йӗрне хӑварчӗ

Мемориал хӑми асӑну тата тăнăчлăх хакне аса илтерекен вырӑн пулса тăрӗ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑррӑн пуçне хунă, запасри пограничник Николай Николаевич Игнатьев пурӑннӑ ҫурт ҫине асăну хӑми вырнаҫтарчӗç. Ентешӗмӗре асӑнма ертӳҫӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, ял ҫыннисем, юнармеецсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем-пограничниксем пухӑнчӗç. 

Мемориал хӑмине уҫма районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумне Айрат Залялова тата Николай Николаевичӑн ывӑлне – Игнат Николаевича ирӗк парăнчӗ. Торжестивăлла мероприятие хутшӑнакансем мемориал хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ, паттӑра пӗр минут шӑп тӑрса аса илчӗç.

Мероприятире тухса калаҫакансем Николай Игнатьева ырӑ кӑмӑллӑ, яланах пулăшма хатӗр ҫын тата Тӑван ҫӗршывӑн шанчӑклӑ ывӑлӗ пулнă май, аса илчӗç. Унӑн çар ӗçӗпе паттӑрлӑхӗ ҫамрӑксемшӗн патриотизм тӗслӗхӗ пулса тӑнине палӑртрӗç. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллă ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат Залялов:

– ... Тен, çак асăну хӑми  –  эпир хамăрăн ентеш-хӳтӗлевçӗне палӑртма пултарнă  тав сӑмахӗсенчен пӗри çеç пулӗ-тӗр. Николай Николаевич тата пирӗн хӳтӗлевçӗсем-ентешӗмӗрсем хӑйсен пурнӑҫне мирлӗ пурнӑҫшӑн, пирӗн пуласлӑхшӑн пачӗç. Ҫак асӑну хӑми пуриншӗн те патриотизм палли пултӑр. Ҫак ҫурт умӗнчен иртекен кашни ҫын кунта геройăмăр пурӑннине пӗлтӗр. Николай Николаевичӑн ячӗ яланах пирӗн чӗресенче юлӗ.

Мероприятире çар юхăмӗн ветеранӗсем-пограничниксем – Альберт Сулейманов, Анатолий Романов тата Николай Николаевичӑн ҫывӑх ҫыннисем те тухса калаçрӗç, ăна мăнаçлăн аса илчӗç.  Чикӗ тăрăхӗнче служить тунă районти пограничниксен пуҫарӑвӗпе вырнаҫтарнӑ мемориал хӑми тӑнӑҫлӑх хакне асра тытмалли вырӑн тата аса илтерекен вырӑн пулӗ.

 


Нет комментариев