Илемлӗх тата ăсталăх уявӗ
Конкурс
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшăвӗпе тата «Тутарстан хӗрарӑмӗсем» регионти общество организацийӗн пуҫарӑвӗпе иртекен йӑлана кӗнӗ конкурса Çӗпрел, Пӑва, Теччӗ, Кайпӑҫ, Апас, Камско-Устьински, Ешӗлвар тата Тури Услон районӗсенчен 30 конкурсант хутшӑнчӗ. Мероприяти Камско-Устьински районӗнче иртрӗ.
«Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ. Ҫулталӑк арҫынӗ: хӗрарӑм куҫӗпе» республика конкурсӗн зона этабӗ иртрӗ.
Çак конкурса 2002 ҫултанпа ҫулсерен республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне, культурине, ӑс-хакӑлне, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парассине, ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк пай кӗртнӗ хӗрарӑмсемпе арҫынсене палӑртас тата кăтартас, çемье институтне çирӗплетес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Конкурсра хутшăнакансене Камско-Устьински муниципаллă районӗн Ӗç тăвакан комитечӗн ертӳçи Альберт Салимов, «Тутарстан хӗрарӑмӗсем» регионти обществăлла организацийӗн Президиумӗн членӗсем – Раççей Пенсионерӗсен союзӗн ТР регионти уйрăмӗн ертӳçи Гузалия Минкина саламларӗç. Юлашкисем «Сююмбик» журналӑн представителӗсемп.е пӗрле конкурса хутшӑнакансен выступленийӗсене хак пачӗҫ.
Ҫемьере тӗп роле, паллах, хӗрарӑм йышăнать. Хӗрарӑм вӑл – мӑшӑр, хӗрарӑм – анне, хӗрарӑм – асанне те вăл. Ҫавӑнпа та конкурсантсен хушшинче «Хӗрарӑм – анне», «Хӗрарӑм-лидер», «Хӗрарӑм – культура тата ӑс-хакӑл», «Манӑн професси – манӑн шӑпа», «Хӗрарӑм – бизнес леди», «Виҫҫӗмӗш ӑру героини», «Хӗрарӑм – ҫулталӑк тӗслӗхӗ», «Арҫын – лидер», «Арҫын – ырӑ чӗре» номинацисенче тивӗҫлисене тупса палӑртрӗç.
Район чысне ҫак чаплӑ мероприятире «Туган як» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, филиал ертӳҫи Гулия Фаизова «Манӑн шӑпа – манӑн професси» номинацисенче тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн преподавателӗ Вера Портнова «Хӗрарӑм – анне» номинацире хӳтӗлерӗç.
Вера Портнова пурнӑҫӗ ачасене пуҫламӑш пӗлӳ панипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл пирӗн районти сумлӑ та паттӑр ывăлсем ӳстернӗ амӑшӗсенчен пӗри. Паянхи кун унӑн виҫӗ ывӑлӗ те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсем. Конкурсра Вера Ивановнӑн Анне пулнă май, çак туйӑмӗсем палӑрчӗҫ, амӑшӗсен аслӑлӑхне ҫутатрӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче Гулия Фаизова 30 ҫула яхӑн хăй ӗçлекен «Туган як» хаҫат редакцийӗнчи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, журналист профессийӗ унӑн кун-ҫулӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗ. Презентацире вӗсене пултарулӑх ушкӑнӗсем пулӑшрӗç.
Конкурсантсен выступленийӗсене жюри тивӗҫлӗ хак пачӗ, вӗсем иккӗшӗ те зона тапхăрӗнче дипломсемпе наградӑсем илчӗҫ.
Конкурсăн финалӗ, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Хусанта, Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов хутшӑннипе, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн иртӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев